Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Хазинэ» чăваш ӳнерçин пултарулăхĕпе паллаштарать

Хусан Кремлĕнчи «Хазинэ» ТР Наци ӳнер галерейинче Геннадий Дубровинăн ӗçӗсен «Надежда» куравĕ ӗçлет. Экспозицие художникăн реализм тата авангард искусствинчи опытне кăтартакан, чăваш халăх культурине тата авторăн хăйне евӗрлӗ символла чĕлхипе никĕсленнĕ 30 ытла ĕç кĕнĕ. Ӳнерçӗ сюрреализм (ирӗклӗ масштаблани), абстракционизм (геометри калейдоскопӗсем) тата постимпрессионизм жанрпа ӳкерет.

Геннадий Федорович Чăваш Енри Вăрнар районĕнче çуралнă, халĕ Мускав облаçĕнчи Одинцовăра пурăнать. Живописть, графика ăсти, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ художникĕ, Раççей ӳнер академийĕн хисеплĕ членĕ.

Чăваш ӳнерçин ӗçӗсемпе ноябрӗн 9-мӗшӗччен паллашма пулать.

Сăнӳкерчӗксем РТ Патшалăх ӳнер искусствисен музейӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: выставка чуваши России художник