Хирӗç çул çине тухма ан васка!
Январӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 31-мӗшӗччен Тутарстанра «Встречная полоса» профилактика мероприятийӗ иртет.
2025 çулта çул-йӗр çинче пулнă инкексен чылайăшӗ водительсем хирӗç çул çине сиксе тухнипе пулать. Çак сăлтава пула 2025 çулта республикăри çулсем çинче 54 авари пулнă, вӗсенче 28 çын вилнӗ, тепӗр 92-шӗ аманнă. Çулсем çинче шутсăр васкама юратакансене кун пек тума юраманнине ăнлантарма
Тутарстан автоинспекторӗсем рейда тухнине республикăн патшалăх автоинспекцийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Аса илтеретпӗр, асăннă çул-йӗр правилине пӗр хут пăснăшăн закон тăрăх 7500 тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ е 4-6 уйăха водитель прависӗр хăвараççӗ. Тепӗр хут пăссан 1 çула правине илеççӗ. Енчен те пӗрре правине илсе административлă явап тытнă е судпа айăпланнă водитель çаплах хирӗç çул çине тухсан, ăна 3 çула ирӗкрен хăтараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев