Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хисеплӗ граждансем

Хулана аталантарма пысăк тӳпе кӗртнисене Хула кунӗ тӗлне хисеплӗ ят парасси йăлана кӗнӗ

 

Хулана аталантарма пысăк тӳпе кӗртнисене Хула кунӗ тӗлне хисеплӗ ят парасси йăлана кӗнӗ

Чăваш Республикин тӗп хулин деgутачӗсем Шупашкарта пурăнакансен кăмăлне тӗпе хурса, «Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ» ята РФ Паталăх Думин комитечӗн председательне Анатолий Геннадьевич Аксакова пама йышăннă. Августăн 15-мӗшӗнче чаплă лару-тăрура парӗç ăна. Çакăн пирки хулари депутатсен Пухăвӗн пресс-служби пӗлтернӗ. «Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ» ята çынсем лайăх пӗлекен, хулана аталантарма тăрăшнă çынна наградăлаççӗ. Шупашкарсем хăйсен ирӗкне «Открытый город» порталта палăртаççӗ, çакăн хыççăн тин хула пухăвӗн депутачӗсем сасăлаççӗ. 
Кăçал общественноçăн чыслă ята пама 9 çынран пӗрне суйласа илмелле пулнă, халăх Чăваш Республикин интересӗсене РФ Патшалăх Думинче хӳтӗлекен Анатолий Аксакова суйланă. 
*** 
Кăшт маларах РФ Правительство Председателӗн çумне Марат Хуснуллина тата ТР Патшалăх Канашӗн депутатне Роза Заббаровăна «Хусанăн хисеплӗ гражданинӗ» ята панине пӗлтӗмӗр. Хула мэрӗ Ильсур Метшин çак çынсем Раççей, Тутарстан тата Хусан çӗтӗнӗвӗсемшӗн ырми-канми ӗçленине палăртнă. 
Марат Шакирзянович 2013 çулта хула Универсиадăна хатӗрленнӗ чух та, ун хыççăн та тăтăшах пулăшнă. Пӗлтӗр уçăлнă «Москва — Пекин» пысăк хăвăртлăхпа çӳреме май паракан М12 автотрасси Хусан çумӗпе иртни хула экономикине пысăк тӳпе кӳрет, çакна пула туристсем йышланни те куçкӗрет. 
Роза Заббарова МУП «Горводзеленхоз» трестра 40 çул вăй хурать. 1999 çултанпа предприяти пуçлăхӗ пулса ӗçлет. Юлашки 15 çулта Хусанта çак йӗркеленӳ тăрăшнипе 650 пин йывăç, 400-е яхăн тӗмӗ тата 665 миллион чечек лартнă. Вăл ертсе пыракан коллективра паян 500 çын вăй храть. 
«Хулан хисеплӗ гражданӗ» ята илнисене хула кунӗнче саламлаççӗ.
Сăнӳкерчӗк: kzn.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество