Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хистесен – тӳле!

ТР Патшалăх Канашӗ çав кун çаплах ТР административлă правăна пăсни çинчен закона кӗртнӗ тӳрлетӳсене те пăхса тухса йышăннă. Унпа килӗшӳллӗн, малашне обществăлла вырăнсенче таварсемпе услугăсене хистесе сӗннӗшӗн административлă явап тыттараççӗ.

Законлăхпа право йӗрки енӗпе комитет ертӳçин çумӗ Александр Чубаров каланă тăрăх, обществăлла вырăнсенчи бизнеса тӗрӗслеме кирлӗ ку. Урăхла каласан, хăйсен услугисемпе таварӗсене çынсене йăлăхтариччен хистесе сӗнекенсемпе кӗрешме.

Чăн малтан хулан паллă вырăнӗсенче чӗрчун, ытти персонаж тумне тăхăнса сăн ӳкерӗнме хистекенсене пырса тивет ку. Вӗсем хăйсен услугисене хистесе сӗнеççӗ кăна мар, халăха хакӗ пирки те улталаççӗ. Хулан историлле вырăнӗсенче, Бауман тата ытти урамсенче, çапла хăтланни, паллах, Хусан имиджне пăсать. Хула çыннисемпе хăнасен кăмăлне çав тери пăсать. Ку закон вара çак çитменлӗхе пӗтерме пулăшасса шанаççӗ.

ТР Административлă правăна пăсни çинчен кодексне çӗнӗ 3.15.1 «Обществăлла вырăнсенче хăйсен таварӗсемпе услугисене хистени çинчен» статья хушăнать. Унпа килӗшӳллӗн, йӗркене пăсакан çак категорири усламçăсене пӗрремӗш хутӗнче асăрхаттараççӗ е 1,5 пин тенкӗ, енчен те çулталăк вӗçлениччен тата та çаклансан 3-5 пиншер тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество