«Хӗл илемӗ» конкурс вӗçлениччен виçӗ кун çеç юлчӗ, сăнӳкерчӗксем кӗтетпӗр!
Çӗнӗ хыпарсем

«Хӗл илемӗ» конкурс вӗçлениччен виçӗ кун çеç юлчӗ, сăнӳкерчӗксем кӗтетпӗр!

Хаклă вулакансем! Эсир ыйтнипе пуçарнă «Хӗл илемӗ» конкурса сăнӳкерчӗксене февралӗн 29-мӗшӗччен çеç йышăнни пирки аса илтеретпӗр.

Кам хӗлӗн хитрелӗхне сăнарлакан сăнӳкерчӗксене редакцие ярса парса ӗлкӗреймен, васкăр — конкурс вӗçлениччен 3 кун çеç юлчӗ. Унта хутшăнас тесен хăвăр тунă сăнӳкерчӗксене Ватсапри «Сувар тусӗсем» ушкăна е уйрăм сообщенипе 89179076881 номерпе ярса памалла. 


• Сӑнӳкерчӗк авторӗн ятне, хушаматне, ӑçта пурӑннине (район, ял е хула) палӑртмалла, сӑнӳкерчӗк çинчи илеме хӑш вырӑнта тунине çырмалла.

 

• Сăнӳкерчӗксене хаçатăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче, Телеграмри каналӗнче кăларатпăр. 

 

• Конкурс çӗнтерӳçисене пирӗн подписчиксемпе, вулакансемпе пӗрле «Сувар» хаçатăн «ВКонтакте» социаллă сетьри страницинче тата Телеграмри «Чувашская газета Сувар» каналра сасăлав ирттерсе палăртатпăр. 

 

• Чи нумай сасă пуçтарнă виçӗ çӗнтерӳçе палăртатпăр. 

 

• Кашни çӗнтерӳçе редакци ятӗнчен асăнмалăх парне — «Сувар» логотипӗллӗ курка парнелетпӗр!

 

Сăнӳкерчӗке Ухтияр Илюхин (Азнакай) ярса панă. 


конкурс

Нет комментариев