Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Христос чӗрӗлнӗ!

Аслӑ Мӑнкун ячӗпе сире, тусӑмӑрсем!

Хĕлле иртсен, юрсем пĕтсен,
Уяв килсен – Мăнкун çитсен,
Савса калатпăр пĕр-пĕрне, –
Христосăм чĕрĕлнĕ, – тесе!

Христосăм чĕрĕлнĕ чăнах!
Вăл пур! Вăл хатĕр яланах
Çылăхсенчен пире çăлма,
Усалсенчен те хăтарма!

Сана, мана та хăтарма,
Хĕрес çумне пăталама,
Хăйне Вăл панă ахаль мар, –
Çавна нихçан та манар мар…

Христос чĕнет, Христос кĕтет;
Çăлăнасси пиртен килет, –
Чуна çăлма Унран ыйтсан,
Парать Вăл пулăшу ялан!

Андриян Григорьев.

Нурлат. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев