Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хулаçырми арăсланĕ #МойГеройМояСемья

Пӗччен нимӗçсен 6 танкне, 4 бронетранспортерне, 18 автомашинине, 500 фашиста тӗп тăвать

Ăна Совет Союзӗн Геройӗ ята пама тăратнă пулнă. Кашни çапăçура вăл хăйне хастар та паттăр салтак пек кăтартнă. Фашистсене хирӗç çӗкленӗ атакăсенче вăл арăслан пек хăюллă та хӗрӳ пулнă. Ун паттăрлăхне СССР Геройӗ Семен Коноваловăннипе танлаштарма пулать. Анчах теме пула Хулаçырми арăсланне паттăр ятне паман…

Гварди сержант Николай Васильевич Афакин Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче пӗрре мар пысăк хăюлăх кăтартнă. Вăрçа пӗрремӗш кунсенчех хутшăнса тăшмана Берлина çити хăваланă. Оруди наводчикӗ пулса кӗрешнӗ вăл. Пӗрре мар ун пурнăçӗ вилӗмле хăрушлăхра пулнă, нумай хутчен аманнă. Вӗри те хăюллă чӗреллӗскере Турри те упранă пулӗ, Афакин килне сывă таврăннă.

Николай Васильевичăн пӗр награда хучӗ çинче кăна çунтарнă вуншар танкпа бронетранспортерпа автомашина, тӗп тунă çӗршер нимӗç салтакӗпе офицерне шута илнӗ.

Николай Афакин 1921 çулхи майăн 13-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче çуралнă. Унăн ашшӗ Василий Арсентьевич та фронтовик пулнă, пӗрремӗш Тӗнче вăрçине хутшăннă. Вăрçă хăрушлăхне курнăскер ачисене мӗн пӗчӗкрен пурнăç йывăрлăхӗсене çӗнтерме, хăюллă та паттăр пулма вӗрентнӗ.
1929 — 1936 çулсенче Николай Хулаçырминчи çичӗ класлă шкулта вӗреннӗ. Пушă вăхăтра, çулла колхозра ӗçленӗ, çапла ачаран ӗçпе пиçӗхнӗ. 30-мӗш çулсенче, индустриализаци тапхăрӗнче çӗршыв промышленноçне çӗклеме ӗç алли кирлӗ пулнă. Çапла 1937 çулта Николай направленипе Сталинград хулинчи «Красный октябрь» заводне ӗçлеме тухса каять. Ӗçленӗ хушăра завод çумӗнчи шкулта вӗренет. Хурçă шăратакан профессине илсе сталевар пулăшуçинчен прокат цехӗн мастер пулăшуçи таран ӳсет.

1940 çулхи сентябрь уйăхӗнче Сталинград хулин Краснооктябрьски РВКран Хӗрлӗ çар ретне тăрать. 6-мӗш çарăн 233-мӗш уйрăм артиллери дивизионӗн оруди расчечӗн номерӗн должноçӗнче хӗсметре тăрать. Вăрçă пуçлансан ăна дивизионпа пӗрле Тӗп фронта ăсатаççӗ. Çакăнта вăл нимӗçсен вирлӗ атакисене пула малтанласа Хӗрлӗ çара чакма тивнине, çапăçусенче çӗнтерейменнин йӳçӗлӗхне туллин тутанать. Тен, çакă унра кӗрешес хăвата вăратнă та? Воронеж хулишӗн пыракан çапăçура пӗрремӗш хут аманать. Сипленнӗ хыççăн тăшмана хирӗç Афакин 131-мӗш мотострелковăй дивизире, унтан 6-мӗш тата 8-мӗш çарсен гвардин 266-мӗш танксене хирӗç çапăçакан артиллери полкӗнче çапăçать. Шăпа, вăрçă лару-тăрăвӗ ăçта илсе çитерсен те çар операцийӗсенче гварди сержант пысăк хăюлăх кăтартнă. «За отвагу» медалӗн награда хучӗ çине çапла çырнă: «... 17.08.1943 г. При отражении контратаки до 3-ех взводов автоматчиков противника, оставшись вдвоем из расчета, тов. Афакин не растерялся и продолжал хладнокровно стрелять прямой наводкой по боевым порядкам наступающей пехоты противника, отразив при этом 3 атаки...»

Вăрçă пуçланнă кунран пуçласа мӗн вӗçленичченех фронтра пулса вăл Днепропетровск, Николаев, Одесса, Тирасполь, Люблин, Варшава, Лодзь, Познань хулисене ирӗке кăларнă, Днепр, Днестр, Висла, Одер юханшывӗсем урлă каçнă. Çапăçусенчен пӗринче контузи те пулнă ăна. Госпитальсенче сипленнӗ хыççăн Николай Васильевич кашнинчех вăрçă вутне тепӗр хут кӗнӗ, ялан передовойӗнче. Полкра вăл чи лайăх оруди наводчикӗ шутланнă. Тӗл персе тăшман вăйне аванах кăкланă. Хăйӗн пӗрремӗш орденне — 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденне, вăл 1-мӗш Белорусси фронтӗнче Польшăна ирӗке кăларнă чух илнӗ. «В боях по прорыву обороны противника в р-не местечка Гловачув и при дальнейшем наступлении наводчик Афакин своевременно открыл огонь по группе противника... и уничтожил при этом 13 вражеских солдат, 5 взял в плен...», — çапла çырнă орденăн награда хучӗ çине.

Чăн пысăк паттăрлăх вара Висла юханшывӗн хӗвеланăç енчи çыранӗн плацдармне илнӗ чухне тата Познань крепоç-хулана штурмланă чух кăтартнă. 1945 çулхи январӗн 28-мӗшӗнче пулнă çапăçура вăл 12 нимӗç танкне 200 метр таран юличчен çывăха ярса тӳрӗ наводкăпа персе çулăм айне тăвать, харăс 3 танка çунтарать. Вӗсенчен пӗри йывăр «Тигр» пулнă. Пӗтӗмпе пӗччен нимӗçсен 6 танкне, 4 бронетранспортерне, 18 автомашинине, 500 фашиста тӗп тăвать. Çакăн пек паттăрлăхшăн полк командирӗ Н. М. Пожарский генерал-лейтенант Николай Афакина Совет Союзӗн Геройӗ ята пама тăратнă. Анчах паттăр çăлтăрӗ ун гимнастеркине илемлетеймен. 8-мӗш çарăн штабӗнче 1945 çулхи майăн 5-мӗшӗнче ун наградине 2-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗ таран чакараççӗ. Мӗн сăлтавпа? Ку паллă мар.

Афакин вара ниме пăхмасăр малаллах фашиста хирӗç кӗрешнӗ. Одер юханшывӗн плацдармӗнче нимӗçсен ункине татнă йывăр çапăçăва кӗнӗ, унтан Берлина илнӗ çӗре хутшăннă. Пур çӗрте те хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă. Фронтра тухса тăракан хаçат ун çинчен çапла çырнă: «Берлиншăн пыракан çапăçусен паттăрӗ, гварди сержант Николай Афакин урамшăн пыракан çапăçура нимӗçсен икӗ танкне тӗп турӗ». Каярахпа ăна «Берлина илнӗшӗн» медаль панă.
Николай Афакин 1946 çулта демобилизациленнӗ. Тăван яла таврăнсан «Ленин çулӗпе» колхозра тӗрлӗ должноçсенче ӗçленӗ. Мăшăрӗпе Раиса Дмитриевнăпа пӗрле 5 ача çуратса ӳстернӗ. Сăмах май, Раиса Афакина Хулаçырминчи вăтам шкулта пуçламăш классен вӗрентекенӗ пулса мӗн тивӗçлӗ канăва тухиччен ӗçленӗ. Ачисене вӗсем тивӗçлӗ çынсем туса ӳстернӗ. 1975 çулхи августăн 14-мӗшӗнче паттăр Николай Васильевич ӗмӗрлӗхех куçне хупнă.

Юлашкинчен çакна палăртса хăварас килет. Совет Союзӗн Геройӗ ята пама тăратнă хут çине çапла çырнă: «Гвардии сержант Афакин Н. В., не считаясь ни с какими опасностями, ни с самой жизнью, отлично выполнял все боевые задачи, уничтожая врага метким огнем своего орудия». Çакăн пек юлать те вăл пирӗн асра.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #МойГеройМояСемья