Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан Çăмăл атлетика енӗпе Раççей чемпионатне йышӑнать

Августăн 10-мӗшӗнче Хусанта Çăмăл атлетика енӗпе Раççей чемпионачӗ пулать. Çак пулăм çӗршыври чи вăйлă атлетсене пӗрлештерекен чăн-чăн спорт уявӗ пулса тăрӗ. Унта хутшăнакансем – тӗнче тата Европа чемпионӗсем, Раççей рекордсменӗсем, çавăн пекех çамрăк спортсменсем.

Чемпионат 2013 çулта Универсиадăна тата нумаях пулмасть БРИКС çӗршывӗсен Вăййисен ăмăртăвӗсене йышăннă Тӗп стадионта иртет. Августăн 7-мӗшӗнче  чаплă лару-тăрура ăна уçас церемони иртет. Мероприяти шайӗнче паллă артистсен концерчӗсем те  пулаççӗ.

«Эпир Çăмăл атлетика федерацийӗпе пӗрле чылай вăхăт хатӗрлентӗмӗр, ăмăрту çӳллӗ шайра иртессе шанатпăр. Хусан пысăк ăмăртусене, çав шутра БРИКС вăййисене те, йышăнчӗ. Тӗп стадиона йӗркене кӗртнӗ, вăл Раççейри чи лайăх стадионсенчен пӗри шутланать», – пӗлтернӗ ТР Спорт министрӗ Владимир Леонов.

Тутарстанран ăмăртусене 30 спортсмен  хутшăнать. Курма килекенсем те нумай пуласса шанаççӗ йӗркелӳçӗсем. Хальлӗхе 20 пине яхăн билет сутнă.

«Хусан Раççейӗн спорт центрӗ пулассишӗн Мускавпа тупăшать. Хула юлашки вăхăтра нумай ăмăрту йӗркелерӗ, çавăнпа Тутарстанăн тӗп хулинче Çăмăл атлетика енӗпе Раççей чемпионачӗ чи çӳллӗ шайра иртесси пирки иккӗленӳ çук», – палăртнă спорт комментарӗ Дмитрий Губерниев.

ТР Спорт министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт