Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусан циркӗ Будапешта гастроле каять

Юлашки 4 çулта Хӗвеланӑҫ Европӑри çӗршывсенче Раҫҫей циркӗсем пысăк шоу-программăпа пачах пулман

 Хусанти патшалӑх циркӗ кăçал 5 уйӑх Будапештри (Венгри) Тӗп циркра «МИРАС наци тутар спектакль-фэнтезине кӑтартӗ.

Тутар халăхӗн авалхи культури пӗрремӗш хут хальхи вăхăтри цирк форматӗнче Европа кураканӗ умне тухса тăрӗ.

«Мирас» наци спектакль-фэнтезине Хусан циркӗнче 2025 çулта Тутарстанăн «визит картăчки» пек лартнă. Ҫӗршыври цирксенче шоу лартакан чи лайӑх постановщиксем ӗçленӗ кунта. Хитре тумсем, чаплă декораци эксклюзивлă ятарлă эффектсем куракна питӗ килӗшнӗ. «Мирасăн» тӗп шухăшӗ – Тăван çӗршыва юратасси, тăван наци тымарӗсене упрасси тата халăх йăлисене хисеплесси пулса тăрать. 67 пин çын пăхнă шоуна.  

Гастрольсем ирттересси пирки тӗпрен калаçса татăлма ӗнер Хусана Будапештри Наци цирк искусствин центрӗн тата Будапештăн шӗкӗр хула циркӗн директорӗ Питер Фекете пулнă, Хусан патшалăх циркӗн директорӗпе Эльмира Булатовăпа пулас гастрольсем çинчен калаçса татăлса килӗшӳ çине алă пуснă. Хусан циркӗн гастролӗсем Венгрире апрелӗн 18-мӗшӗнче пуçланаççӗ, сентябрь варринче артистсем Хусана таврăнаççӗ.

Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Искусство