Тутарстан Республикин тата Раççейӗн ӳнер искусствине пысăк хулăм кӗртнӗ паллă художникăн Владимир Акимовăн картинисен куравӗ ноябрӗн 14-мӗшӗнче «Хазинэ» ТР Наци ӳнер галерейинче 16.00 сехетре ӗçлеме пуçлать.
Владимир Акимов – Самара облаçӗнче çуралса ӳснӗ чăваш. Хальхи вăхăтра Çырчаллинче пурăнать. Пирӗн ентеш живописьри тӗрлӗ жанрпа ӗçлет. Вăл питӗ хăйне евӗр пултаруллă ӳнерçӗ. Унăн картинисенче чăваш ялӗн сăн-сăпачӗ, сайра çын ăнланакан шӳт, арт-искусство пысăк вырăн йышăнаççӗ.
Нет комментариев