Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Хусан художникӗсен патшин» куравӗнче пултăр-и?

ТР Патшалăх ӳнер искусствисен музейӗн «Хазинэ» Наци ӳнер галерейинче «Александр Бусыгин. Мастер перевоплощений» курав малалла пырать

Ретроспективлӑ проектӑн экспозицине «Хусан художникӗсен патшин» (ӳнерçӗн хӑйӗн сăмахӗсем) А.Бусыгинăн  аллӑ ытла картини кӗнӗ. Курава Александр Бусыгинăн юбилейне халалланӑ. Февралӗн 5-мӗшӗнче Александр Викторович 70 çул тултарнă.

Выставка Александра Бусыгина Куравра 1970-мӗш çулсенчен пуçласа паянхи кунччен ӑсталанӑ илемлӗ ӗçсем, треш-арт стилӗпе тунă арт-объектсем, графика картинисем тата вăхăтӗнче çеç мар паян та çынна тӗлӗнтерекен эпатажлă тумсем. Пӗр сăмахпа, пăхса киленме те, тӗлӗнмелли те, кăсăкланмалли те пур. Кашни хăйне интереслентерекеннине тупать.  

Александр Бусыгин Тутарстанти, Раççейри питӗ хăйне евӗр ӳнерçисенчен пӗри. Унăн ӗçӗсем куракана ырă хăват параççӗ тейӗн, куракан çине çутă пайăркисем сапалаççӗ тейӗн.

Ирӗклӗхе юратнипе, творчествăра яланах шыравра пулнипе (хăш-пӗр ӗçӗсене «питӗ хăюллă» тесе хаклама пулать) ăна чăннипех экспериментатор-художник темелле. Вăл ӗçлекен творчество юхăмне критиксем фантастикăлла реализм тесе палăртаççӗ. Ӳнерçӗсен картинисене критиксемпе ахаль куракан пӗр пек килӗштерни питӗ сайра. Пӗрисем вăрçакан ӳнер ӗçӗсене теприсем питӗ юратса йышăнаççӗ. Е пачах урăхла – критиксем каса кайса мухтасан та кракан картина умӗнчен курмăш пулса иртсе каять. Александр Викторович ӗçӗсене вара, калаçса татăлнăн, критиксем те живописе килӗштерекесем ырласа йышăнаççӗ.

Александр Бусыгин  100 ытла курава хутшăннă, 1000 ытла картинăпа арт-обьектăн авторӗ, ТР искусствăсен тава тивӗçлӗ деятелӗ.

Курав августăн 23-мӗшӗччен ӗçлет.

Сăнӳкерчӗксем ТР ГМИИ пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #выставка