Хусана Михаил Мишустин килнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Хусана Михаил Мишустин килнӗ

Раççей Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин паян ӗçлӗ çулçӳревпе Хусана çитнӗ. Ăна ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗл пулнă.

Визитпа килӗшӳллӗн премьер-министр Пӗтӗм Раççейри «Развитие малых городов и исторических поселений» форумăн «Малые города: Вдохновлять. Расти. Побеждать!» пленарлă ларăвне хутшăнать. Унпа пӗрле РФ вице-премьерӗ – Правительство аппарачӗн ертӳçи Дмитрий Григоренко, РФ вице-премьерӗ Марат Хуснуллин тата РФ Строительствăпа ÇКХ министрӗ Ирек Файзуллин çурӗç.

Раççей Правительствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ. 

 

 


форум мишустин

Нет комментариев