Хусанта селекционерсемпе вăрлăх ăстисен форумӗ иртет
Августăн 22-23-мӗшӗсенче Хусанта селекционерсемпе вăрлăх ăстисен «Русское поле — 2024» I Пӗтӗм Раççей форумӗ иртет. Пленарлă ларăва РФ ял хуçалăх министрӗ Оксана Лут хăй ертсе пырать.
Форума ял хуçалăх отраслӗн чи лайăх эксперчӗсем, власть, наукăпа бизнес представителӗсем селекципе вăрлăх, отрасль валли кадрсем хатӗрлессипе, ют çӗршывсене вăрлăх ăсатас перспективăпа çыхăннă ыйтусене сӳтсе явӗç.
Форумăн Хусан патшалăх аграри университечӗн Агробиотехнопаркӗнче ятарласа акнă калчасене пăхнинчен пуçланать. Иккӗмӗш кунӗ «Корстон» суту-илӳ кану центрӗнче иртет, форум пленарлă ларупа вӗçленет.
ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, форумăн программи анлă. Çавра сӗтелсемпе дискуссисем «'Физики' и 'лирики' в современной селекции. Заменят ли новые методы в селекции селекционера?», «Экспорт российских семян — пришло время действовать», «Семенной бизнес – проблемы и потенциал» темăсемпе иртеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев