Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусансем грузинсен ялне сăнланă

Мускавра тата Санкт-Петербургра сентябрӗн 28-мӗшӗнчен ноябрӗн 14-мӗшӗччен VIII Ачасен Пысăк фестивалӗ (БДФ) иртнӗ. Унта «Созвездие-Йолдызлык» ҫамрӑксен театрӗн «Я, бабушка, Илико и Илларион» (Нодар Думбадзе повеçӗ тăрăх лартнă) спектакльне чи лайăххи тесе йышăннă

. Фестивалӗн илемлӗх ертӳҫи, Раҫҫей халӑх артисчӗ Сергей Безруков аллинчен кубок илнӗ. Театра  тата 500 пин тенкӗлӗх укҫа сертификачӗ парса хавхалантарнă.

«Я, бабушка, Илико и Илларион» спектаклль ТР тава тивӗҫлӗ артисчӗн, «Созвездие-Йолдызлык» фестиваль юхӑмӗн лауреачӗн Искандер Нуризяновӑн пӗрремӗш режиссер ӗҫӗ. ТР Раисӗ Рустам Миннихановӑн пулӑшнипе вăл ГИТИСра режиссера вӗреннӗ.

Вӗрентекенӗ ăста режисcер, РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, профессор, РФ Правительствин преми лауреачӗ Михаил Борисов И.Нуридзянова чи пултаруллă вӗренекенӗсенчен пӗри тесе калать.

«Искусствӑн чаплӑ ӗçченӗсем постановкăна ҫапла хаклани питӗ хумхануллӑ та хисеплӗ. ТР Раисне Рустам Минниханова пысӑк тав. Республика ертӳçисем пире ăнланни, пулӑшнипаян питӗ пӗлтерӗшлӗ.  Çакӑн пек спектакльсем лартса пӗтӗм тӗнчене кӑтартма условисем туса панăшăн таймапуç пирӗн юратнӑ театрăн ертӳҫине Дмитрий Туманова. Ача-пӑча тата ҫамрӑксен театрӗсене пӗр çӗре пуҫтарнӑшӑн фестиваль йӗркелӳҫисене тав», – хумханса калаçнă режиссер.

«Я, бабушка, Илико и Илларион» спектакль грузинсен ялӗнчи пурнăçа Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи умӗнхи вăхăта, вăрçă вăхăтне каласа парать.

Ку постановка ҫемье хаклӑхӗсемпе, юратупа, туслӑхпа тата пӗр-пӗрне пулӑшассипе çыхăннă историсене куракан умне кăларса тăратать.

Патриотла воспитани парасси, аслӑ ӑрурисене хисеплесси тата тăван çӗрпе мӑнаҫланасси спектаклӗн тӗп теми пулса тӑраҫҫӗ. Унта хускатнă темăсен пӗлтерӗшӗ паянхи куншăн та çивӗч.

Искандер Нуризянов фестиваль  сцени ҫине РФ Правительствин культура енӗпе премийӗн лауреачӗпе, Тутарстан Тата Крым Республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗçченӗпе, РФ хисеплӗ наставникӗпе, Раҫҫей Театр ӗçченӗсен союзӗн пайташӗпе, «Созвездие-Йолдызлык» юхӑмӑн генеральнӑй продюсерӗпе Дмитрий Тумановпа тухнă.

Ачасен пысӑк фестивалӗн илемлӗх ертӳҫи Сергей Безруков каланӑ тӑрӑх, фестиваль хӑйне евӗрлӗ проект. Юлашки сӑмаха кунта яланах ачасем калаççӗ: ҫӗнтерӗве кам тивӗҫлине вӗсен сасси татса парать. Ҫитес ҫултан кăçалхи 18 номинаи çумне тата тепре хутшăнни çинчен пӗлтернӗ. Вăл «Иртнин вăхăчӗ çук» («Без срока давности») ятлă пулӗ.  Ҫитӗнекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыв историне пӗлни кирлӗ. Кашни ҫемьен аслă ăрăвӗнчи тăванӗсен историне пӗлмелле, упрамалла тесе утлть фестивалӗн илемлӗх ертӳçи. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтра çапăçнисене, тылра ӗҫлесе Çӗнтерӳ туптанисене пӗлмелли çинчен каланă вăл.

Сăнӳкерчӗк minmol.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Фестиваль