Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусансен ыйтăвӗ

Пирӗн ӗçтешсем, «Татар-информ» Информаци агентствин журналисчӗ Артур Халиуллов çӗршыв ертӳçине çитес çул Хусан ислам тӗнчин культурин тӗп хули пулассипе çыхăннă ыйту панă

 

 Çакна май Раççейӗн ислам тӗнчипе хутшăнусемпе те интересленнӗ, Тутарстанăн пӗлтерӗшӗ çинчен те ыйтмасăр хăварман.

Владимир Владимирович ислам тӗнчи христиансенни пекех тӗрлӗ пулнине палăртнă. Тутарстан тӗслӗхне çӗршыв ертӳçи ырланă. В.Путин ислам çӗршывӗсенчи ӗçтешӗсем Тутарстанра тӗрлӗ тӗн конфессисене тытса пыракансем, тӗрлӗ наци çыннисем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурăннине тимлӗх уйăрнине палăртнă.

«Çавăнпа ислам çӗршывӗсен хутшăнăвӗсемпе çыхăннă пысăк пӗлтерӗшлӗ мероприятисем Тутартанăн тӗп хулинче иртнинчен тӗлӗнмелли çук», – вӗçленӗ сăмахне Владимир Путин.

Сăнӳкерчӗк kremlin.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Общєство