Хусанта 700 пин ытла çын  грипран вакцинаци тунă
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта 700 пин ытла çын грипран вакцинаци тунă

Тутарстанăн тӗп хулинче эпидеми тапхăрӗ умӗн 704 539 çын грипран прививка тутарнă, вӗсенчен 204 480-ӗ ачасем. ТР сывлӑх сыхлав министрӗн çумӗ – Хусанти сывлӑх сыхлав управленийӗн пуçлӑхӗ Ильназ Ахмадиев пӗлтернӗ тӑрӑх, ноябрӗн юлашки эрнинче гриппа чирлекенсен шучӗ виçӗ хут ӳссе 363-е çитнӗ.

Ноябрӗн пуçламӑшӗнче 3-6 çулсенчи ачасем  чирлени палăрнă.

Тутарстанра пӗтӗмӗшле илсен ОРВИпе тата гриппа чирлессин шайӗ эпидпорогран 15,7 процент сахалтарах, ӳсӗм темпӗ 37 процентпа танлашать. Экспресс-тестировани ОРВИ симптомӗсемпе чирлекенсен 95,7 проценчӗ иртнӗ, гриппа чирлекенсен шучӗ 5,3 процентпа танлашнӑ.


минздрав рт Здравоохранение грипп

Нет комментариев