Хусанта агитаци поездне 11 пин ытла çын çитсе курнă
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта агитаци поездне 11 пин ытла çын çитсе курнă

Июнӗн 18-мӗшӗнче Хусана Пӗтӗм Раççейри «Единство в памяти. Сила в подвиге!» акци шайӗнче РФ Оборона министерствин агитаци поезчӗ килнӗ. Локомотивран тата 18 вагонран тăракан состав «Хусан-1» вокзала çитнӗ. Ăна республикăри юнармеецсем кӗтсе илнӗ.

Тӗлпулу вăхăтӗнче РФ Оборона министерствин «За помощь и милосердие» медальсем панă. Наградăна «Юнармия» юхӑмăн штабӗн пуçлăхӗсем – Хусантан Олеся Нестрова, Элкел районӗнчен Ростем Шайхетдинов, Анат Кама районӗнчен Ильнар Камалов тивӗçнӗ. Çавӑн пекех «Юнармия» юхӑма çӗнӗ пайташсене илес церемони те иртнӗ, 50 çамрăк юнармеейцсем ретне тăнă. Ешӗлварти, Хусанти тата Пăвари юнарми отрячӗсем Раççей Федерацийӗн Геройӗсен ячӗсене пани çинчен свидетельство илнӗ.

Каласа хăвармалла, Пăвари «Юнармия» юхӑмăн çуртне  Ульяновскри 31-мӗш штурмпа десант бригадин гварди ефрейторӗн, разведчик-пулеметчикăн, Мухтав орденӗн кавалерӗн, СВОра паттăрла пуç хунă Элшел каччин Михаил Афанасьевăн ятне панă.

Митинг хыççӑн хӑнасем эшелона, площадкӑсене çитсе курнă,  ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе  телемост ирттернӗ, «Моя Россия» флешмоба хутшӑннӑ, Çӗнтерӳ Ялавӗн копине сарнӑ.

Поезд Раççейӗн 67 субъектне çитсе 75 халӑх пурӑнакан вырӑнта чарӑнать.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем.


молодежь патриотизм юнармия

Нет комментариев