Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта «Агроволга–2025» курав ӗçлеме пуçларӗ

Паян «Казань Экспора» халăхсен хушшинчи «Агроволга–2025» агропромышленность куравӗ ӗçлеме пуçларӗ. Пиллӗкмӗш хут иртекен курав 48 гектар ытла территорире 27 çӗршывран килнӗ аграрисене пӗрлештерет.

Паян, июлӗн 9-мӗшӗнче, ТР Раисӗ Рустам Минниханов, РФ Ял хуçалăх министерствин Ӳсен-тăран ӗрчетес ӗç, механизаци, химизаци тата ӳсентăран хӳтлӗхӗн департаменчӗн директорӗ Роман Некрасов, ТР Премьер-министрӗн çумӗ, ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров экспозицие пăхса тухнă.

Рустам Минниханов Тутарстан – çӗршыври ял хуçалăх производствин сферинче лидерӗсенчен пӗри пулнине палăртса хăварнă. Вăл каланă тăрăх, республика апат-çимӗçпе хăйне хăй тивӗçтерекен регион шутланать.

«Агроволга–2025 агропромышленность куравӗн программи тӗрлӗ темăллă экспозицисенчен тата ӗç форумӗнчен тăрать. 400 ытла компани ял хуçалăх техники, юсав пайсем, ӳсен-тăран ӳстересси, выльăх ӗрчетесси, цифровизаци, ял хуçалăх продукцине упрасси тата тирпейлесси, строительство тата ытти енӗпе хăйсен тӗрлӗ разработкисемпе паллаштараççӗ. Çавăн пекех  мелиораци комплексне аталантарас, сӗт кӗтӗвне тытса пырас, автоматизаци, цифравизаци тата цифра трансформацийӗн шучӗпе фермăсен тупăшне ӳстерес, Тутарстан Республикин агропромышленность комплексне инвестицисем хывас ыйтусемпе çавра сӗтелсем иртеççӗ. Механизаторсен те хăйсен пултарулăхне кăтартма май пур – газомоторлă BELARUS трактора çӳретессипе «МТЗ-шоу» ăмăртăва хутшăнса. Çавăн пекех сӗт паракан мăйракаллă шулт­ра выльăхсен «Краса Агроволги» конкурсӗ те иртет. Ăмăртăва Тутарстан Республикин чи ăратлă выльăх ӳстерекен 36 хуçалăхăн 76 ӗни хутшăнать.

«Агроволга– 2025» курав  июлӗн 9-мӗшӗнчен пуçласа 11-мӗшӗччен иртет.

ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство выставка агроволга