Хусанта «Çӗрлехи велофеста» хутшăнма регистраци уçăлнă
Велочупун маршручӗ пӗрремӗш хут улшăнать — анлăрах пулать
Велочупун маршручӗ пӗрремӗш хут улшăнать — анлăрах пулать
Августăн 17-18-мӗшсенче Хусанта 10-мӗш хут çӗрлехи экскурси иртет. Кăçал «Çӗрлехи велофет» теми Çемье çулталăкӗпе çыхăннă. Велосипедпа çӳреме юратакансем ăна туй туса палăртӗç.
Программăра ăмăртусем те пулаççӗ, чи ысăк парне велосипед, ытти парнисем те велоспорта юратакансен кăмăлне кайӗç. Пурте пӗрле зарядкăна тăни те, кавер-ушкăнсем хăйсен музыкипе спортсменсене хавхалантарни те пулӗ.
Велофеста хутшăнакансем «Казан» çемье центрӗ умне каçхине 8 сехете пуçтарăнаççӗ, 10 сехетре велоколонна хулан истори районӗпе çырма хӗррипе çула тухать. Велофеста хутшăнакансем аудио экскурси итлеме пултараççӗ. Хулан историлле вырăнӗсемпе паллашнисӗр пуçне Хусанти çемьесемпе те паллашма май пулӗ итлекенсен. 14 километр вăрăмăш мршрут 2,5 сехете тăсăлать. Хусанта пурăнакансемпе хула хăнисене йӗркелӳçӗсем велофеста çемйипех хутшăнма чӗнеççӗ. Хăйсен велосипечӗсене илемлетсе килнисене финишра креатившăн ырласа парне парӗç. Конкурса хутшăнас текенсене велочупу вăхăтӗнче сăн ӳкерӗнсе «ВКонтакте» социаллă сете хештегпа #ночнойвелофест 2024 ярса памалла.
Велофеста кашни хутшăнма пултарать, анчах 18 çула çитменнисен çитӗннисемпе пымалла.
Велосипедистсен çутта тавăракан паллăсем лартнă экиперовка тăхăнмалла, велосипедсене çутатакан япаласем лартмалла.
Йӗркелӳçӗсем çакăн çинчен те асăрхаттарма манман: электросамокатсемпе велофеста хутшăнакансене регистраци иртме памаççӗ, вӗсен статусӗ çуран çынпа тан.
Велофеста хутшăнас текенсен регистраци иртсе тӳлевсӗр билет илмелле. eventworld.timepad.ru портал çинче тумалла çакна.
Сăнӳкерчӗкре Велочупу – 2019 («Татар-информ ИА).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев