Хусанта ГТОпа çуллахи тата хӗллехи çӗнтерӳçӗсен суперфиналӗ пулать
Октябрӗн 28-мӗшӗнче «Трудовые резервы» спорт залӗнче ГТОпа Пӗтӗм Раççейри физкультурăпа спорт комплексӗн фестивалӗн суперфиналӗ пулать. Унта ГТОн çуллахи тата хӗллехи фестивальсен çӗнтерӳçисем хутшăнаççӗ.

Çуллахи фестивалӗн çӗнтерӳçисем: Ешӗлвар, Нурлат, Саба, Элмет районӗсем, Хусанпа Çырчалли хулисем.
Хӗллехи фестивалӗн çӗнтерӳçисем: Хусан, Элмет, Анат Кама хулисем, Актаныш, Çӗпрел, Саба районӗсем.
Суперфинала хутшăнакансене ГТО комплексне кӗрекен упражненисенчен тăракан эстафетăна иртме тивет. Унта ӳт-пӳ пиçӗлӗхне, хăвăртлăха тата вăй-хала кăтартма май паракан упражненисем кӗреççӗ. Çӗнтерӳçӗсене асăннă упражненисенчен тăракан эстафетăна иртме мӗн вăхăт кайнине кура палăртаççӗ. Ăна командăна кӗнӗ кашнин результачӗсене пӗрле хушса тата шута илсе тăваççӗ.
Мероприятие чаплă уçасси ирхине 10:00 сехетре пуçланать.
Михаил Захаров сăнӳкерчӗкӗсем, «Татар-информ».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев