Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта ятарлă çар операцине пулăшассипе центр уçăлчӗ

Тутарстанра пурăнакансем ятарлă çар операцийӗ пуçлансанах салтаксене кирлӗ япаласем пуçтарса пама тытăнчӗç. Волонтер ушкăнӗсем, пӗрлешӳсем йӗркеленчӗç. Вӗттинчен пуçласа ватти таран тӳпе кӗртме тăрăшать кӗтнӗ çӗнтерӗве.

Хусанта паян, ноябрӗн 21-мӗшӗнче, ятарлă çар операцийӗ валли гуманитари пулăшăвне пухса парассипе пункт уçăлчӗ. Ăна Раççей Геройӗ Дамир Исламов ячӗллӗ Ыркăмăллăх фончӗ çумӗнче йӗркеленнӗ  «Помощь СВОим Татарстан» обществăлла организаци пуçарнă.

Мероприятие ТР Министрсен Кабинечӗн Аппарачӗн социаллă аталану управленийӗн пуçлăхӗ Елена Степанова, ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерствин представителӗсем, Пӗтӗм Раççейри халăх фрончӗн Тутарстанри регион ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ринат Фазылов хутшăнчӗç. 

Центр Кулагин урамӗнчи 3-мӗш çуртра вырнаçнă «Теплоприбор» бизнес-центрта уçăлчӗ. 

Торжествăлла церемоние хутшăннисем пурте центр кирлӗлӗхӗпе пӗлтерӗшӗ пирки каласа ку ӗç пархатарлă пулнине палăртрӗç. Малашне  СВОна пулăшас текенсем çак центра илсе килме пултараççӗ посылкăсене.  

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА фото-банкӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Помощь СВО