Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАНТА ЯТАРЛĂ ОЛИМПИАДА ПУЛАТЬ

Беларусьрен, Раççейӗн 59 регионӗнчен пурӗ 1,5 пин спортсмен хутшăнать

Тӗрлӗ сăлтава пула сусăр юлнине е сывлăх енчен çирӗпех мар çуралнине пăхмасăр спортра пысăк çитӗнӳсем тăвакансем чăнах та мухтава тивӗç. Мӗншӗн тесен чун хавалӗпе вӗсем сыввисенчен çӗр хут вăйлăрах. Çакăн пек çынсен паттăрлăхне Тутарстансем эпир январӗн 21–27-мӗшӗсенче хамăр куçпа курма пултаратпăр – Хусанта «Ятарлă Олимпиадăн Пӗрлехи вăййисем» иртеççӗ. Кун çинчен январӗн 18-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче брифингра пӗлтерчӗç. 

Кун йышши ăмăртусем Раççей­ре хальччен пулман-ха. Мӗн­шӗн тесен унта ăс-хакăл аталанăвӗ енӗпе улшăнусене пула сывлăх енчен çирӗп маррисем хутшăнаççӗ. Спортсменсем 10 çуллахи тата 8 хӗллехи спорт тӗсӗсемпе ăмăртӗç. «Ятарлă Олимпиадăн Пӗрлехи вăййисене» Хусанта ирттерес шухăш 2021 çула палăртнă Пӗтӗм Тӗнчери Ятарлă Олимпиадăна малтан икӗ хутчен урăх вăхăта куçарнă, юлашкинчен вуçех пăрахăçланă хыççăн çуралнă. Ăмăртусем валли кирлӗ инфраструктурăна Тутарстанăн тӗп хули ун чухнех хатӗрленӗ пулнă.

Раççейри Ятарлă Олимпиа­дăн президенчӗ Ольга Слуцкер сăмахӗсемпе, кун йышши турнир ирттерни Тутарстана сывлăх енчен çирӗпех мар çак категорири çынсене общест­вăра пурăнма хăнăхтаракан флагман пулма пулăшӗ. Кун пек çынсемпе ӗçлемелли опычӗ, методикăна тишкерсе анализ тăвасси тӗнчере малти рете тăратӗ. Инклюзи (сывлăх енчен çирӗп маррисем сыввисемпе пӗрле вӗренни, пурăнни) общест­вине Тутарстанра кăна мар, Раççейӗпех аталантаракан вăйлă утăм пулӗ вăл. 

Спортсменсем январӗн 21-мӗ­шӗнче Хусана килеççӗ те 26-мӗ­­шӗччен тӗрлӗ ăмăртура вăй виçеççӗ. Тутарстанран пурӗ 95 спортсмен хутшăнать, вӗсем çăмăл атлетикăра, бад­минтон­ра, флорболра, волейболра, йӗлтӗрпе чупса, дзюдора, теннисра, футлазра, шывра ишсе, сӗтелçи теннисра, пăр çинче эрешлесе ярăнса, спорт ташшинче, шорт-трекра тата сăрт­ран йӗлтӗрпе ярăнса тупăшӗç.

«Ятарлă Олимпиадăн Пӗрлехи вăййисене» январӗн 21-мӗшӗнче KazanExpo Халăхсен хушшинчи курав цент­рӗн Шакиров ячӗллӗ залӗнче хавас­лă лару-тăрура уçаççӗ.

 

Ирина КУЗЬМИНА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев