Хусанта Парад та, салют та пулать
Аслă Çӗнтерӗве 79 çул çитнине халалланă уявăн программинче кăçал Парад та, салют та пур. Йăлари «Вилӗмсӗр полк» кăна пулмасть. Сăлтавӗ паллă — хăрушсăрлăх.
Парадăн тӗп площадки хальхинче те Хусан 1000 çуллăхӗн тӳремӗ, кун çинчен паян Хусан Ӗçтăвкомӗн ертӳçин çумӗ Гузель Сагитова ӗçлӗ тунтикунра пӗлтернӗ.
Тӳремре ирхине 10:00 сехетре Хусан çар гарнизонӗ, историлле çар техники (Т-34 танк, СУ-100 артиллери установки, ишекен ПТ-76 танк, бронетранспортерсем, «Катюша» БМ-13) иртет. Мероприятие Раççей халăх артисчӗ Дмитрий Певцов патриотизмла музыка программипе хутшăнать. Çӗнтерӳ кунӗн уявӗ 22:00 сехетре уяв салючӗпе вӗçленет.
Çӗнтерӳ кунне халалласа Хусанта 130 мероприяти иртет. Вӗсем апрелӗн 25-мӗшӗнчех пуçланаççӗ. Кашни объекта çынсене тӗрӗслесе кăна кӗртеççӗ.
Сагитова пӗлтернӗ тăрăх, Хусанта апрелӗн 30-мӗшӗнче ирхине 9 сехетрен пуçласа 12-ччен Майăн 1-мӗшӗ тӳремре, майăн 3-мӗшӗнче — 18-23, майăн 7-мӗшӗнче 16-22 сехетсенче Хусан 1000 çуллăхӗн тӳремрен пуçласа, çав шутра Право-Булачная, Лево-Булачная урамӗсенчен пуçласа Чернышевский урамӗ таран çулсене хупаççӗ.
Хусан 1000 çуллăхӗн тӳремӗнче майăн 8-мӗшӗнче 16 сехетрен пуçласа майăн 10-мӗшӗнче 2:00 сехетчен, майăн 8-мӗшӗнче 18:00 сехетрен пуçласа майăн 9-мӗшӗнчи 22:00 сехетчен Бондаренко урамӗсене хупаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев