Хусанта «Пурнăç йывăççи» проектăн иккӗмӗш мероприятийӗ иртет
«Пурнăç йывăççи» проект шайӗнче Хусанти Горький ячӗллӗ паркра августăн 6-мӗшӗнче 18:00 сехетре «Атте килӗнчи йăла-йӗрке» мероприяти иртет. Ăна Тутарстанра пурăнакан 7 халăхăн культурипе, йăли-йӗркисемпе паллаштарас, вӗсене упраса çамрăк ăрăва парас тӗллевпе йӗркелеççӗ. Хальхинче тутарсен, вырăссен, чăвашсен, удмуртсен, марисен, мăкшăсен тата пушкăртсен тăван килпе çыхăннă йăли-йӗркесене кăтартса параççӗ.
Паркра çичӗ наци кил-çурчӗ ӗçлет. Кил-çуртпа çыхăннă япаласен куравне те курма пулать çак кун паркра. Уявра кӗреке юрри юрлама хутшăнмалли вырăн та пулать. Ачасемпе аслисене халăх вăййисем выляттараççӗ. Тутарстанăн тӗрлӗ районӗсенчи фольклор коллективӗсем кил-çуртпа çыхăннă пӗлтерӗшлӗ пулăмсене еплерех палăртнине кăтартаççӗ.
Уяв хăнисем валли тӗрлӗ япала ăсталамалли мастер-классем йӗркелеççӗ. Чӳлмек тăвас, чӑваш эрешӗсене тӑмран ӑсталас тата йывăçран касса кăларас ӗçре те хăвăра тӗрӗслеме май пулать çак кун. Каласа хăвармалла, тӗп вăртăнлăхсене Пăвари Павел Ярхуновпа унăн ывăлӗ Максим тата Нурлатри Юрий Тимофеев уçса параççӗ.
Тутарстан районӗсенчен килнӗ тӗрлӗ халăх фольклор ансамблӗсем хăйсен пултарулăхӗпе паллаштараççӗ. Чăвашсен юрри-ташшипе, халăх йăли-йӗркипе паллаштарма Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» ансамбль килет.
Проектăн пӗрремӗш мероприятийӗ Хусанта июлӗн 2-мӗшӗнче иртрӗ, унта Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакан халăхсен салтак ăсатас йăлисене кăтартрӗç. Фестивале ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата республикăра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене упраса хăварас енӗпе ӗçлекен комисси тӗрев панипе ТР Халăхсен ассамблейи, Халăхсен Туслăх Çурчӗ тата Хусан мэрийӗ йӗркеленӗ. Кăçал ăна Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине тата Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне халалланă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев