ТР АТП ассоциацийӗнче «Хусанти автобусра Ҫӗнӗ Ҫул сасси пулса тӑр» акци старчӗ ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Хусанта пурӑнакан кирек хӑш ҫын та тӑванӗсене, тусӗсене тата автобусри пассажирсене ҫитес уяв ячӗпе саламлама пултарать: Ҫӗнӗ Ҫулхи саламсем автобуссем хӑйсен маршручӗсемпе ҫӳренӗ вӑхӑтра янӑрӗҫ.
Акцире хутшӑнас тесен прозӑра е сӑвӑра ҫӗнӗ ҫул ячӗпе хӑйне евӗрлӗ саламлану ҫыртармалла пулать, юрлама та юрать. 45 секундран ытла мар аудиофайла декабрӗн 1 – мӗшӗнчен кая юлмасӑр перевозчиксен ассоциацийӗн atprt2019@yandex.ru почтине ярӑр. Темӑра "Ҫӗнӗ ҫул" тесе ҫырӑр, ҫырура вара-хӑвӑр ҫинчен каласа парӑр, телефонӑра хӑварӑр.
ТР АТП ассоциацийӗн председателӗ Сергей Темляков каланӑ тӑрӑх, Хусанти перевозчиксем пӗтӗм саламсене тимлӗн пӑхса тухаҫҫӗ те чи кӑсӑклисене автобус автоинформаторӗсене яраҫҫӗ.
Сӑнӳкерчӗк татар-информ сайтӗнчен
Нет комментариев