Хусанта Раççей халăхӗсен тăван чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗ иртрӗ
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Хусанти 180 шкулта çулленхи Раççейри халӑхсен чӗлхисемпе шкул ачисен наукӑпа практика конференцийӗпе вулавне Тутарстан, Чӑваш Ен, Пушкӑртстан, Удмуртипе Марий Эл республикисенчен, Ульяновск облаçӗнчен те хутшӑнакансем пулчӗç.
Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Хусанти 180 шкулта çулленхи Раççейри халӑхсен чӗлхисемпе шкул ачисен наукӑпа практика конференцийӗпе вулавӗ иртрӗ.

Унта Тутарстанри хуласемпе районсенчи шкулсенче вӗренекенсемсӗр пуçне Чӑваш Ен, Пушкӑртстан, Удмуртипе Марий Эл республикисенчен, Ульяновск облаçӗнчен те хутшӑнаççӗ. Суйлав тапхăрне пурӗ 140 заявка ярса панă. Жюри пайташӗсем кăçал шкул ачисен тӗпчев ӗçӗсем пысăк шайра пулнине палăртрӗç. Наукăпа практика конференцийӗн тӗп тӗллевӗ – тăван чӗлхесене упраса хăварассипе аталантарасси, шкул ачисене тӗпчев ӗçӗпе ӗçлеме хăнăхтарасси.
.jpg)
Чӑваш чӗлхипе ярса панӑ ӗçсенчен жюри пӗтӗмпе 17 тӗпчев ӗçне суйласа илнӗ. Финалистсенчен Хусанти тапхӑра тӗрлӗ сăлтава пула шел те пурте килеймен. 11 тӗпчев ӗçӗпе паллашма май пулчӗ жюрин. Хутшăнакансем хушшинче çаксем пулчӗç: Вадим Волков (Пăва районӗ, Хирти Кушкăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, вӗрентекенӗ С.А.Васильева), Ева Иванова (Пăва районӗ, Рункăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, вӗрентекенӗ Н.П.Давыдова), Кристина Калмыкова (Çарăмсан районӗ, Акрелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, вӗрентекенӗ И.А. Евдокимова), Виктория Кузнецова (Пăва районӗ, Альшихри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, вӗрентекенӗ С.А.Мукасева), Виктория Макарова (Çарăмсан районӗ, Акрелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, вӗрентекенӗ Е.В. Макарова), Александр Нагуськин (Теччӗ районӗ, Çармăсри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, вӗрентекенӗ Н.С. Землякова), Марина Семенова (Аксу районӗ, Савгачевăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, вӗрентекенӗ Т.П.Романова), Дарья Фомина (Теччӗ районӗ, Çармăсри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, вӗрентекенӗ Т.В.Фуражкина), Ярослав Фомин (Çарăмсан районӗ, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, вӗрентекенӗ М.А.Захарова), Виктория Храмова (Çӗпрел районӗ, Хулаçырминчи Мухтав орденӗн виçӗ степеньлӗ кавалерӗ Г.Т.Семенов ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкул, вӗрентекенӗ Н.И.Тарасова), Софья Ярзуткина (Çӗпрел районӗ, Çӗнӗ Упири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкул, вӗрентекенӗ Л.А.Ярухина). Çакă савăнтарчӗ – ачасем пурте чăвашла илемлӗ те тап-таса калаçаççӗ. Халӗ ӗнтӗ çакăнтан тӗлӗне пуçларăмăр.

Ачасен ӗçӗсене кӑçал ЧР Вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин кафедрин заведующийӗ, доцент Анна Семенова, «Сувар» хаçатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова хакларӗç.
Тӗпчев ӗçӗсен темисем çуллен анлăланса пынине палăртмалла. Ку ӗнтӗ педагогсен опычӗ пуянланса пынипе те çыхăннă. Çуллен асăннă конкурса хутшăнса вӗсем ыттисен ӗçӗсемпе, опычӗпе паллашаççӗ, ку паллах тавракурăма анлăлатать. Сахал тӗпченӗ темăсене ытларах та ытларах суйлани палăрчӗ кăçал. Материал сахал темăпа тӗпчев çырас тесен нумай ӗçлемелле, шыравсем ирттермелле. Çакă ачасене наука анинче пӗрремӗш утăмсем тума, хăйсен пултарулăхне тӗрӗслеме май парать.

Тӗслӗхрен, 10 класс хӗрачи Марина Семенова хăйӗн ентешӗ «Вăрман айӗнче Саврăшпуçӗнче» паллă юрă авторӗн кун-çулне, 8 класра вӗренекенсем Виктория Макарова Питрав уявӗн йăлисене, Вадим Волков чӑваш сӑмахлӑхӗнчи лаша сӑнарне тӗпченӗ. Софья Ярзуткинана ял пуласлăхӗ хумхантарать. Пӗтӗмлетсе каласан, атьсен ӗçӗсем пурин те интереслӗ пулчӗç.
Пӗтӗмлетӳ тӗлне тăван чӗлхепе литература вӗрентекенӗсемпе шкул ачисене саламлама хисеплӗ хăнасем килсе çитрӗç. Çавсен шутӗнче ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçи Ренат Валиуллин, ТР Туслăх Çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров, ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн пуçлăхӗ Эндже Гизатуллина тата ыттисем пулчӗç.

Вӗсем асăннă мероприятин пӗлтерӗшӗ, тăван чӗлхесен кирлӗлӗхӗ çинчен нумай ырă сăмах каларӗç, вӗрентекенсемпе вӗренекенсене ăнăçупа çитӗнӳсем сунчӗç.
Чăваш чӗлхипе çӗнтерӳçӗсен шутне çак атьсем кӗчӗç: çӗнтерӳçӗ – Марина Семенова, призерсем – Виктория Кузнецова, Кристина Калмыкова, Ярослав Фомин, лауреатсем – Дарья Фомина, Софья Ярзуткина, Виктория Храмова, Виктория Макарова, Вадим Волков.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев