Районсен культура кунӗсем малалла тăсăлаççĕ
«Тутарстанăн культурăллă тӗп хули» ята илессишӗн 28 район кӗрешӗ.
Сентябрĕн 6-мӗшӗнче Хусанти В.И.Ленин ячӗллӗ культурӑпа кану комплексӗнче Балтаси районӗ хӑйӗн программипе паллаштарӗ.
Тепӗр Культура кунӗ сентябрӗн 9-мӗшӗнче Карим Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалӑх драмӑпа камит театрӗнче иртӗ, унта конкурсант Ҫӳлту пулӗ.
Культура кунӗсем мартӑн 31-мӗшӗнче пуҫланчӗҫ, Лениногорск, Нурлат, Сарман, Çарăмсан, Камско-Устьински, Алексеевск, Арск, Ҫарӑмсан, Менделеев, Апас, Кайпӑҫ, Муслюм, Анат Кама, Элмет, Мамадыш, Актаныш тата Саба районӗсен програмине пĕтĕмĕшле 11 870 ытла ҫын ҫитсе курнӑ.
Сăмах май, муниципалитетсен хушшинчи конкурса Нацисен культурисемпе йăлисен çулталăкне халалланă. Вăл ноябрӗн 24-мӗшӗччен пырать. Конкурс условийӗсемпе çӗнтерӳçӗ район федераллă е регион шайӗнчи культура проекчӗн пурнăçланăвӗн площадки пулса тăрать, унсăр пуçне 3 миллион тенкӗлӗх сертификата тивӗçет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев