Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта туристсенчен налог илме пуçлаççӗ

Январӗн 1-мӗшӗнчен Хусана килекен туристсен налог тӳлемелле пулнине пӗлтерет хула мэрийӗн пресс-служби.

Налог хăна çурчӗсемпе отельсенче пурăннăшăн тӳленӗ укçан 1 проценчӗпе танлашать. Вăл çулсерен 1 процента ӳсет, 2029 çул тӗлне чи пысăк шайне 5 процента çитӗ. Налогăн чи пӗчӗк виçи талăкра  100 тенкӗ пулать.

Çул çитмен ачасемпе çăмăллăхсемпе усă куракансенчен кăна илмеççӗ ăна.  

Тӳлӗве кӗртнӗ хыççăн çулталăкра хула  бюджетне 150 миллион укçа кӗрессе шанаççӗ. Ăна хула инфраструктурине, обществăлла вырăнсене тата туризма  малалла аталантарма яраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: туризм