Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта – Хир кунӗсем

Ку эрне Тутарстанра каллех хӗрӳ, июлӗн 6–9-мӗшӗсенче Лайăш районӗнче çӗршыв ял хуçалăхӗн çитӗнӗвӗсен «Пӗтӗм Раççейри хир кунӗсем-2023» смотр - конкурсӗ иртет. Мероприятин тӗллевӗсемпе ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире каласа пачӗ.

Асăнса хăварам, ку мероприяти Тутарстанра иккӗмӗш хут, пӗрремӗшӗ 2017 çулта пулнă. Марат Зяббаров сăмахӗсем тăрăх, ял хуçалăхăн çӗнӗ техникипе тата оборудованийӗпе, селекци, агрохими, ӳсен-тăран сыхлавӗн çӗнӗлӗхӗсемпе паллаштаракан курав кăçал та пулать. Унта Раççейӗн 24 регионӗнчен 200 экспонент хутшăнать. Яланхи пекех отраслӗн çитӗнӗвӗсене опытлă хирсенче, делянкăсемпе участоксенче (17 пин гектар лаптăка культурăсен 100 яхăн çӗнӗ сортне лартса ӳстернӗ), техника полигонӗсенче хаклӗç. Куравра васкамасăр, лăпкăн кăна курса çӳреме пулать-тӗк, полигонра пачах урăхла лару-тăру – Пӗтӗм Раççейри 10-мӗш суха чемпионачӗ хӗрӳ пуласси куçкӗрет. Раççейри 40 регионтан, Казахстан, Кăркăсстанпа Белорусси çӗршывӗсен чи лайăх 65 механизаторӗ суха сухаласа тупăшать. Тутарстанран ку конкурсра пурӗ 8 механизатор, вӗсенчен иккӗшӗ хӗр, хутшăнать. Марат Зяббаров вӗсене пурне те ăнăçу сунчӗ. Çӗнӗлӗх те пур кăçал, пӗрремӗш хут ăратлă ӗнесене ятарлă конкурсра хаклаççӗ.

Куравпа чемпионатшăн кăна хатӗрлемеççӗ кун пек мероприятисене. Çӗр ӗçченӗсен пӗрле сӳтсе явмалли, уйрăмах кăçалхи пек вырăн-вырăнпа типӗ, вырăн-вырăнпа ытлашшипех çумăрлă çанталăк тăнă вăхăтра, çителӗклӗ. Шăпах çак тӗллевпе «Хусан-Экспо» курав центрӗнче Федерацин тата регионсен влаçӗн, агробизнеспа наука, отрасль союзӗсен тата финанс структурин представителӗсем пухăнаççӗ. Вӗсем 25 ларура тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явӗç.

Марат Зяббаров республикăн ял хуçалăх отраслӗ çинче те чарăнса тăчӗ. Тухăç кăçал 3,8 миллион тоннăран ытла пулаймассине пӗлтерчӗ вăл, мӗншӗн тесен июнь уйăхӗнче нормăри 60 миллиметр вырăнне çумăр пурӗ те 15 миллиметр кăна çунă иккен. Кунсăр пуçне çуркунне ир килнипе 2,5-3 эрне маларах акана тухни те усса кайман, калчасем шăтсанах тăм пӗтернипе 50 пин гектара çӗнӗрен акма тивнӗ. Çавăнпа пысăк тухăç кӗтмелли çук кăçал, выльăх апачӗ хатӗрлессипе те лару-тăру çăмăлах мар. Тутарстанăн хăйне çитмелӗх тырри пуласса иккӗленмест министр, çитменнине пӗлтӗрхи тухăçран юлнă 1 миллион тонна тырă та пур. Выльăх апачӗпе те кирлӗ мерăсем йышăнаççӗ. Хăш-пӗр хуçалăх маларах темиçе çула çитмелӗх хатӗрленӗ утă-улăмӗ пур, хăшӗсем кӳршӗллӗ регионсемпе калаçса вӗсем патӗнчех сенаж хураççӗ, утă хатӗрлеççӗ. Марат Зяббаров çанталăк типӗ тăнине кура республикăри кашни районта çӗр нӳрӗкӗ çителӗксӗррипе Тутарстанра ку эрнере чрезвычайлă лару-тăру пуçлама тивнине те каларӗ.

«Пӗтӗм Раççейри хир кунӗсем-2023» смотр-конкурсăн хăнисем валли те анлă программа хатӗрленӗ: конкурссем, мастер-классем. Вӗсем çӗр ӗçӗпе ӗçлекенсемшӗн кăна мар, хула çыннисемшӗн те интереслӗ пуласси пирки иккӗленмелле мар. Тракторсен ăмăртăвне курӗç, гастрофестивальте тӗрлӗ халăх кухнине тутанса пăхӗç, апат-çимӗç туянӗç. Чи пӗчӗккисене выльăх-чӗрлӗх куравӗ, тутар лашисенчен пуçласа ашакпа эму таранах, кӗтет. «Тутар кил-çуртӗнче» мини-Сабантуй та йӗркелеççӗ. Кану программин кульминацийӗ июлӗн 8, 9-мӗшӗсенче Раççей эстрада çăлтăрӗсем Юлианна Караулова, Сергей Лазарев, Mary Gu* тата Хабиб юрлани пулӗ. Çав кунсенче «Хусан-Экспо» курав центрне Г.Камал театрӗ тата «Çӗнтерӳ проспекчӗ» метро станцийӗ умӗсенчен тӳлевсӗр автобуссем çӳреççӗ. Кунсăр пуçне «Хусан-1» чукун çул вокзалӗнчен аэробуспа та çитме пулать. 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Дни поля