Хусанти Çамрăксен театрӗ Л.Н.Толстой хайлавӗсемпе лартнă спектакльсен Пӗтӗм Раççейри конкурсӗнче çӗнтернӗ
2026 çулта Лев Толстойăн 200 çулхи юбилейне палăртма хатӗрлекен мероприятисенчен пӗри – «Русские сезоны» РФ Культура министерстви пулăшнипе йӗркеленӗ тӗнче шайӗнчи классикăн хайавӗсемпе лартнă спектакльсен пӗрремӗш конкурсӗ пулса тăнă.
Конкурсăн приоритетлă сулăмӗсем çаксем: театр искусствине аталантарасси, Л.Н.Толстойăн литератрăри еткерне популяризацилесси, сарасси тата йăлари ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхӗсене тытса пырасси.
Конкурса Раççейӗн 22 регионӗнчен 29 заявка килнӗ. Спектакльсене çӗршыври паллă театр деятелӗсенчен тăракан экспертлă комисси хакланă. Конкурса пӗтӗмлетнӗ май 12 театрăн постановкисем çӗнтерни паллă. Вӗсен хушшинче Чăваш Республикинчи Çӗнӗ Шупашкарти «Чăваш патшалăх экспериментлă драма театрӗ» автономлă учреждени «Детство» (12+) спектакльпе, «Хусан патшалăх Çамрăксен театрӗ» Патшалăхăн бюджетлă учреждийӗ «Сказки Толстого» (12+) спектакльпе çӗнтерӳçӗсен шутне кӗнӗ.
Экспертлă комисси суйласа илнӗ театрсене çӗнӗ спектакльсем лартма укçа-тенкӗ парса пулăшаççӗ. Анчах услови те пур – постановкăсене 2026 çул вӗçлениччен лартса куракан патне çитермелле.
Çакна та асăрхамалла, çӗнтерӳçӗ-театрсем пурте çӗршывăн тӗрлӗ регионӗнчен, Мускав, Санкт-Петербург театрӗсем çӗнтерӳçӗсен списокӗнче çук.
Сăнӳкерчӗк mincult.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев