Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта цифра эрнелӗхӗ пулать

Сентябрӗн 21-24-мӗшӗсенче KazanExpo курав лаптăкӗнче Халăхсем хушшинчи KAZAN DIGITAL WEEK – 2022 форум иртет

Унта чӗннӗ хăнасен хушшинче РФ Правительствин Председателӗ М.В.Мишустин тата Раççей цифра аталанăвӗн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрӗ М.И.Шадаев тата ыттисем.

Цифра тата интеллектуаллă технологисене хатӗрлекенсемпе вӗсемпе усă куракансен тимлӗхне кӗмелли мероприяти. Унта пурнăçа кӗрсе пыракан çӗнӗ системăсем, сервиссем, çăмăллăхсемпе çыхăннă опытпа пайланмалли тата IT-технологисемпе цифра экономики умӗнче тăракан ыйтусене татса памалли, çӗнӗ йышăнусем шырамалли дискусси площадки йӗркеленмелле.
Иртнӗ çулсенче йӗркеленине шута илсе, çак форум профессионаллă хутлăхăн ыйтăвӗсене те, патшалăх управленийӗн тӗллевӗсене те шута илме тăрăшӗ.   
Программăна тӗрлӗ направление кӗртнӗ. «Интеллектуальные транспортные 
системы», «Экосистема финтех», «Кибербезопасность», «Цифровая индустрия 4.0», «Инновации,
интегрированные в бизнес», «Цифровые технологии в сфере государственного управления», «Цифровые технологии в образовании», «Цифровые технологии в культуре», «Цифровые технологии в здравоохранении и медицине», «Цифровые технологии в сфере сельского хозяйства».

Паянхи куна форума хутшăнма Азербайджанран, Арменирен, Беларусьран, Великобританирен, Венгрирен, Казахстанран, Киргизирен, Нидерландынчен, Пӗрлешӳллӗ Араб Эмиратӗнчен 670 спикер çырăннă.

Палăртса хăвармалла, Kazan Digital Week – 2022 пынă вăхăтра тăватă дисциплинăпа (фиджитал-футбол, фиджитал-баскетбол, Beat Saber, дронсен гонки) ăмăртусем иртеççӗ. Фиджитал – мӗн пур хутшăнакан спорт тата цифра компетенцийӗсен пултарулăхне кăтартать.
Сăнӳкерчӗксем Михаил Захаровăн, «Татар-информ»

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев