Хусанти Вырăс çамрăксен театрӗ 92-мӗш театр сезонне ура çинчех ирттерет
А.Островский урамӗнчи 10-мӗш çуртра тахçантанпа кӗтнӗ юсав ӗçӗсем пыраççӗ, труппа вара куракана нимӗн пулман пек яланхилле спектакльсемпе савăнтарать, премьерăсем хатӗрлет. Енчен те юсавччен спектакльсемпе тӗп сценăран пит аякка кайман-тăк (трамвай çинчи, Хусан урамӗсенчи иммерсивлă спектакльсене шута илмӗпӗр), халӗ вара хулари 47 площадкăра Вырăс çамрăксен театрӗн постановкисене пăхма пулать. Хулари театрсенче, Культура çурчӗсенче, шкулсенче. Театр çуртне реконструкци тума пуçланăранпа труппа 298 хутчен спектакльсемпе тӗрлӗ сцена çине тухнă. Республикăпа та, Раççейӗпе илсен те тӗрлӗ çӗре çитме ӗлкӗрнӗ артистсем.
Нумай пулмасть Хусанти Дербышки поселокӗнчи Культура çуртӗнче кăтартнă спектакль премьерине журналистсене те пăхма йыхравларӗç. Сăмах «Просто жить» (авторӗ Я.Орехова, режиссерӗ Р.Кагарманов) постановка пирки пырать. Ку спектакль ятарлă çар операцине сăнласа паракан хулари пӗрремӗш спектакль. Пӗтӗм тӗнчери Театр кунӗнче, мартăн 27-мӗшӗнче, «Тантана» (Триумф) премине илме тивӗçрӗ вăл, ТР Культура министерстви «Пӗчӗк формăпа лартнă чи лайăх спектакль» номинацире, тӗп рольте вылякан ТР тава тивӗçлӗ артистне Алексей Зильбера «Чи лайăх арçын ролӗ» номинацире палăртнă.
Ӗнер тепӗр спектаклӗн премьерине «Нина и хлебные карточки» (режиссерӗ Р.Букаев) сцена çине кăларчӗç. Ăна Кир Булычевăн «Можно попросить Нину?» калавӗ тăрăх лартнă. Çу варринче музыкăллă юмах «Василиса Премудрая» (режиссерӗ Е.Казанцев) репертуара кӗрӗ.
Театрăн çӗнӗ проектсем те çуралнă. Тӗслӗхрен, «ТЮЗ в школе. Памяти Великой Победы» проект идейи театрăн тӗп режиссерӗн Радион Букаев пуçӗнче «çуралса» кун çути курнă. Артистсем шкулсенчи классенче классика авторӗсен хайлавӗсене рольсемпе вулаççӗ, театр чӗлхипе каласан, читка ирттереççӗ. Кайран ачасемпе пулни-иртнине, геройсене сӳтсе яваççӗ, паллах, патриотизм темипе калаçусем ирттереççӗ. Ку вӗренекенсене классика хайлавӗсене ăнланма, хаклама вӗрентет, паян хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав тупма пулăшать.
«Татар-информ» информаци агентствинче театр ӗçченӗсем хăйсен тепӗр çитӗнӗвӗ çинчен те каласа пачӗç. «Балтийский дом» театр-фестивалӗн халăхсен хушшинчи форумне «Культура Победы» секцие спикер пулса хутшăнма чӗннӗ. Паллах, ку йӗркелӳçӗсем Хусанти ӗçтешӗсен ӗçне пысăка хурса хакланине кăтартать.
Театрăн илемлӗх ертӳçи Айгуль Горнышева «Ачасемпе çамрăксем валли пысăк гастрольсем» федераллă проекта (кашни театр кӗме ӗмӗтленет унта) кӗнине савăнса пӗлтерчӗ. Кăçал сентябрӗн 26 – 28-мӗшӗсенче унăн витӗмӗпе Киров хулине гастроле пуçтарăнать труппа.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев