Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивалӗ: Нина Кочеляевапа Светлана Слапке Тутарстан киновӗн шайӗ ӳснине палăртрӗç

Спикерсем пӗр саслăн пурте Тутарстан киновӗн шайӗ ӳснине, регионăн кинематографийӗн аталанăвӗ вăйланнине пӗлтерчӗç. Çакна конкурс программине Тутарстанăн 4 киновӗ кӗни те çирӗплетет. Халиччен пирӗн киносем ятарласа уçнă наци киновӗн программине кăна кӗретчӗç. Çапла Тутарстан кинематографисчӗсем, режиссерӗсем пӗр-пӗрин хушшинче ăмăртатчӗç, халӗ тинех халăхсен хушшинчи шая тухрӗç.

Паян, сентябрӗн 5-мӗшӗнче Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман киновӗн фестивалӗ пуçланчӗ. Кинофестивале уçас церемониччен нумай мероприяти иртме ӗлкӗрчӗ. «Мир», «Киномакс-IMAX», «CINEMA KORSTON» кинотеатрсенче конкурса кӗнӗ кинофильмсене кăтартма пуçларӗç, ӗç площадкин программи те хӗрсе пырать. Хусанти патшалăх культура институтӗнче «Возрождение египетского кинематографа» пӗрремӗш мастер-класс иртрӗ.

Çак вăхăтрах «Корстон» хăна çуртӗнчи «Шостакович» залра (шăп çакăнта вырнаçнă кăçал кинофестивалӗн пресс-служби) суйлав комиссийӗн пайташӗсемпе пӗрремӗш пресс-конференци иртрӗ. Пӗлтӗрхи пекех суйлав комиссийӗнче кино тӗпчевçи, философипе искусствоведени докторӗ Светлана Слапке, истори наукисен кандидачӗ, Культурологин çӗнӗ институчӗн директорӗ, ВГИКăн ертӳçӗ наука сотрудникӗ Нина Кочеляева, филологи наукисен докторӗ, педагогика наукисен кандидачӗ Тимур Шайхуллин пулчӗç.

Спикерсем пӗр саслăн пурте Тутарстан киновӗн шайӗ ӳснине, регионăн кинематографийӗн аталанăвӗ вăйланнине пӗлтерчӗç. Çакна конкурс программине Тутарстанăн 4 киновӗ кӗни те çирӗплетет. Халиччен пирӗн киносем ятарласа уçнă наци киновӗн программине кăна кӗретчӗç. Çапла Тутарстан кинематографисчӗсем, режиссерӗсем  пӗр-пӗрин хушшинче ăмăртатчӗç, халӗ халăхсен хушшинчи шая тухрӗç. Ку питӗ хавхалантаракан пулăм.

Нина Кочеляева палăртнă тăрăх, кăçал пӗтӗмпе 750 ытла заявка килнӗ. Вӗсенчен чи лайăххисене суйласа илме çăмăл пулман. Конкурс программин чикки пур, çавăнпа лайăххисенчен лайăххисене суйлама тивнӗ.

  • Иранран питӗ нумай кинофильмсем килчӗç: документаллисем, илемлӗ выляв киносем. Пахалăхпа та, шучӗпе те вӗсем пӗрремӗшсен ретӗнче. Сири, Пакистан аван киносемпе тухрӗç, – терӗ Нина Кочеляева.

Спикер пӗлтернӗ тăрăх пӗлтӗр çирӗплетнӗ ӗç формачӗпе конкурс программи валли тулли метражлă илемлӗ киносене вӗсем пурте пӗрле пăхса суйлаççӗ. Кӗске метражлă илемлӗ выляв киносене (короткометражные художественные фильмы) тата тӗрӗк тӗнчипе çыхăннă лентăсене Светлана Слапке суйлать, Тимур Шайхуллин – кӗске метражлă документаллă киносене, Нина Кочеляева – тулли метражлă документаллă фильмсене.

Кашни çул йӗркелӳçӗсем кинофестивалӗн темине палăртаççӗ. Паллах, киносене те темăна тивӗçтерекеннисене суйлаççӗ. Суйлав комиссийӗн пайташӗсем пӗлтернӗ тăрăх, кăçалхи тема – çемье хаклăхӗсем, çынсен хутшăнăвӗсем. Тӗнчери лару-тăру лăпках мар чухне çынсем ытларах ырри, мирлӗ те позитивлă киносем патне туртăнаççӗ. Кашни конкурсрах çакна тӗпе хурса суйлав тунă, çав шутра конкурса кӗмен кинокăтартăвӗн программине те.

  • Çак концепцие эпир пурте пӗр шухăшлă пулса палăртрăмăр. Тӗлӗнмелле те, темăна палăртичченех пире тивӗçтерекен киносем ярса пама пуçларӗç. Апла пулсан эпир кăна мар пурте пӗлтӗрхи евӗр йывăр картинăсенчен ывăннă. Кинона курнă хыççăн нумай чухне час лăпланаймастăн, такки шутласа çӳретӗн. Пире те çăмăл мар пулнă-тăк, куракансене пач та йывăра килнӗ. Кăçалхи киносенче те тӗнчери лару-тăрăва хускатаканнисем пур, анчах вӗсене пурне те çемье е уйрăм çын куçӗпе кăтартнă, – терӗ Светлана Слапке. Спикер хăйшӗн Ирак киноне уçнине те палăртса хăварчӗ. – Паллă сăлтавсене пула унта паха кино ӳкерме пулман. Кăçал вара тӗлӗнтерчӗç. «Свидетель» монофильм чуна тыткăнларӗ, – хавхаланса калаçрӗ Светлана Слапке.

Тимур Шайхуллин араб тӗнчин киновӗсене палăртса хăварчӗ. Çавасен шутӗнче – Алжир, Сири, Египет, Сауд Аравийӗ.

  • Пуринчен ытла «Бахти» кинофильм асра юлчӗ. Киносене суйласа илме вӗренсе кăна пырап-ха, кинофестивальте вăл пуçланнăранпах ӗçленӗ, анчах суйлав комиссийӗнче нумай çулсем мар. Киносене вăл кураканшăн интереслӗ е интереслӗ мар пулма пултарнине шута илсе суйлатăп, вӗсем çын кăмăлне каясса шанатăп– терӗ Тимур Шайхуллин.      Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: кинофестиваль