Хӗвеллӗ кун – тухӑҫлӑ ӑшӑ ҫу пуласса
Çӗнӗ хыпарсем

Хӗвеллӗ кун – тухӑҫлӑ ӑшӑ ҫу пуласса

Çӗртме уйăхӗн 15-мӗшӗ – Никифор. Çерçисем пӗр-пӗринпе çапăçаççӗ, ашкăнаççӗ-тӗк – çанталăк аванланать. Хӗвел каçалапа пӗлӗтсен хыçне пытансан – çумăра.

Çӗртме уйăхӗн 16-­мӗшӗ – Лукьян. Юхтарса çумăр çусан кăмпа нумай пулать. Ирпе тӗтре шыв çине карса илсен – аван çанталăка.

Çӗртме уйăхӗн 17-­мӗшӗ – Митрофан. Çурçӗртен çил вӗрсен ăмăр çанталăк кӗт. Хӗвел тухнă чухнех пăчă пулни те çанталăк пăсăласса.

Çӗртме уйăхӗн 18-­мӗшӗ – Дорофей. Çак кун çанталăк уяр пулсан тырпул ăнса çитӗнет, тырă шултра та паха пулать. Çил хӗвелтухăçӗнчен вӗрет­тӗк – çулла çиллӗ тата çумăрлă пулать.

Çӗртме уйăхӗн 19-­мӗшӗ – Илларион. Уйăх катăлнă тапхăр пулсан çак кун çумкурăка йăлтах çумламалла та вăл вара урăх ӳсмест тет. Çил хӗвелтухăçӗнчен вӗрсен çулла çумăр нумай çăвать.

Çӗртме уйăхӗн 20-­мӗшӗ – Федот. Аслати авăтсан ăмăр çанталăк вăраха тăсăлать. Уяр çанталăкрах кăвакарчăнсем пытанмалли вырăн шыраççӗ­-тӗк – çумăра.

Çӗртме уйăхӗн 21-­мӗшӗ – Федор. Вăйлă сывлăм ӳкнӗ – тулăх тырпул кӗтмелле. Куккук типнӗ йывăç çинче авăтсан – вăхăтлăха сивӗтессе. 


народные приметы

Нет комментариев