Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ял вӗçӗнче пурăнакансене çул кирлӗ мар-им?

Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнăра ял вӗçӗнче пурăнакан ветерансене шута илмен, çул та сарас темен.

Аслă Ăнă ялӗнчи (Теччӗ районӗ) Кировпа Свердлов урамӗсенче пурăнакансем эпир ТР муниципаллă йӗркеленӗвӗсен Председательне Э.С Губайдуллина тата Теччӗ районӗн администраци ертӳçине Р.Х.Сафиуллова 2018 çулта урамсенчи çула хăйăрпа вак чул сарма пулăшнăшăн чӗререн тав тăватпăр.

Питӗ усăллă пулчӗ ку, çапах та ӗçе вӗçне çитерме, урăхла каласан Свердлов урамӗн чылай пысăк пайне (б350 метра) вак чул сарса пӗтерме ыйтатпăр. Мӗншӗн тесен çуркуннепе кӗркунне çул çинче пысăк колея пулса кайрӗ. Çавна кура кунта васкавлă пулăшу та, пушар сӳнтерекен машинăсем те кӗреймеççӗ. Урам вӗçӗнче вара Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин пӗртен-пӗр ветеранӗ тата виçӗ ӗç ветеранӗ пурăнать. Тархасшăн пулăшăр. (Аслă Ăнă çыннисем. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество