ЯЛ-ЙЫШ ТАВ ТĂВАТЬ
Тутарстанра «Единая Россия» партин «Мобильная поликлиника» çӗнӗ проекчӗпе пулăшнипе район центрӗсенчен аякри пӗчӗк ялсенчи халăх та медицина диспансеризацине тухмасăр юлмасть халӗ
Çак тӗллевпе Республикăн клиника больницин тухтăрӗсем хальхи йышши медицина аппаратури вырнаçтарнă ятарлă тăватă автопоездпа республикăри ялсем тăрăх çӳреççӗ.
Апрелӗн 4 – 8-мӗшӗсенче «Мобильлӗ поликлиника» Лайăш районӗнчи Аслă Кабан ялне те çитрӗ. Пирӗн сывлăха Республикăри клиника больницин тухтăрӗсем: М.Ф.Бурганова, А.В.Зиганшина, Р.Х.Шагавалиева кардиологсем, Д.М.Мусина акушер-гинеколог, А.А.Турантаев эндокринолог, М.Р.Ярмухаметова невролог, Л.Ф.Мингазова офтальмолог, Г.В.Скрябин хирург тӗрӗслерӗç.
Аслă тата Кӗçӗн Кабан ялӗнчен 4 çынна больницăна выртма, тепӗр 146 çынна районти тӗп больницăра, 37-шне ытти медицина учрежденийӗсенче хушма тӗрӗслев иртме направлени пачӗç. 82 çынра хальччен палăрман чир пурри те паллă пулчӗ.
Эпир, Аслă тата Кӗçӗн Кабан ялӗн çыннисем, медицина тӗрӗслевне йӗркелесе ирттерме пулăшнăшăн Аслă Кабан ялӗн ФАП ертӳçинче 20 çул ӗçлекен (пӗтӗмӗшле ӗç стажӗ 32 çул) Елена Николаевна Калашниковăпа Кӗçӗн Кабан ялӗн ФАП ертӳçинче 9 çул ӗçлекен (пӗтӗмӗшле ӗç стажӗ 34 çул) Эльмира Мухамеджановна Абдуллинăна чӗререн тав тăватпăр.
Альберт КОЛЬЦОВ.
Лайăш районӗ,
Аслă Кабан ялӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев