Янтӑ япала хӑвӑрт саланать
Çӗнӗ хыпарсем

Янтӑ япала хӑвӑрт саланать

Тӳлевсӗр препаратсене ҫирӗплетнӗ ПЦР тесчӗллӗ  ҫынсене кӑна мар, ОРВИ симптомӗсемлисене те, вируслӑ пневмонийӑллисене те кӳрсе параҫҫӗ

 Коронавирусран сипленмешкӗн тӳлевсӗр эмелсене Тутарстанри 11 пин ҫын илнӗ.

Ҫакӑн ҫинчен ТР сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Фарида Яркаева пӗлтернӗ.

Вӑл аса илтернӗ тӑрӑх, тӳлевсӗр препаратсене ҫирӗплетнӗ ПЦР тесчӗллӗ  ҫынсене кӑна мар, ОРВИ симптомӗсемлисене те, вируслӑ пневмонийӑллисене те кӳрсе параҫҫӗ.

"Паллах, ҫак цифра чир ертнӗ ҫынсемпе танлашаймасть. Мӗншӗн тесен, ку пачах урӑхла критерисемпе подходсем",– тесе палӑртнӑ сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ.


Нет комментариев