Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Январьти ăшăшăн тӳлев 8 процент нумайрах пулать

Çурт-йӗрпе коммуналлă услугăсемшӗн Çӗнӗ çул хыççăн килнӗ тӳлевре ăшăшăн хак пысăккине асăрхамасăр юлман çемье çук-тăр. Маларах шантарни, январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 30-мӗшӗччен тарифсем ӳсмеççӗ тени, тӳрре килменнипе çыхăнтарма пикенчӗ халăх çакна. Çавна кура шăв-шав нумай пулчӗ республикăра. Ыйтăва нумай пулмасть «Татар-информра» иртнӗ черетлӗ пресс-конференцире çуртсене ăшăпа тивӗçтерекен «Татэнерго», «Казэнерго», «Татэнергосбыт» предприятисен представителӗсем уçăмлатрӗç.

Спикерсем çирӗплетнӗ тăрăх, декабрьшӗн тӳлевсем пысăкрах килни тариф хакланнипе çыхăнман, мӗншӗн тесен январӗн 1-мӗшӗнчен республикăра тарифсем пӗр пуса та ӳсмен. Çанталăк пӗлтӗрхинчен сивӗрех пулнипе котельнăйсен нумайрах хутма тивнӗ çеç. Танлаштарма,​ 2019 çулхи декабрьте ку кăтарту 13 процент пулнă-тăк, 2020 çулхи декабрьте 31 процент таранах. Сăмах май, январь уйăхӗн пуçламăшӗнче пӗр эрне шартлама сивӗсем тăнăран çак уйăхри ăшăшăн тӳлев те 2020 çулхи январь уйăхӗнчинчен 8 процент нумайрах пуласси куçкӗрет.

Пӗр хуларах тӳлевсем мӗншӗн тӗрлӗрен пулнине те ăнлантарчӗç вӗсем. «Татэнерго» АО генеральнăй директорӗн çумӗ Олег Зверев каланă тăрăх, ăшăпа тивӗçтерекенсен айăпӗ пулма пултараймасть кунта.​ Пӗрремӗшӗнчен, тӳлев çине çурт кивӗ е çӗнӗ пулни витӗм парать. Çӗнӗ çуртсенче ăшша шута илекен ятарлă приборсем вырнаçтарнă. Çанталăка кура çурта мӗн чухлӗ ăшă парассине автомат палăртать. Заводранах пломбăпа килекен приборсене вара поставщик уçаймасть. Çавăнпа çӗнӗ çуртсенчи хваттерсен ăшăшăн тӳлевӗ мӗн чухлӗ пуласси çине хуçисӗр пуçне урăх çын витӗм параймасть халь. Тӗпрен юсав пулман е вуçех кивелсе çитнӗ çуртсем пирки урăх клаçу. Вӗсене кун пек приборсемпе тивӗçтерменнипе нормативпа ăшă пама (апла-тăк тӳлеме те) тивет.
Иккӗмӗшӗнчен, тӳлев кашни поставщикăн тарифӗ пӗр пек пулманнипе çыхăннă. Сăмах май, Хусанта кăна вӗсем 40 ытла. Поставщик мӗн чухлӗ пӗчӗкрех, унăн тăкакӗ пысăкрах,​ эппин тарифӗ те хаклăрах. Çавăнпа ведомство (завод, чукун çул, Оборона министерствипе çыхăнни) котельнăйӗсемпе çыхăнтарнă çуртсенче ăшă тарифӗ «Татэнерго», «Казэнерго», «ТГК-16» пек пысăк предприятисемпе çыхăнтарнă çуртсеннинчен самай пысăкрах.
Шел пулин те, приборсăр нумай хутлă çуртсем республикăра самай, пӗтӗмпе – 246.​ Вӗсем кивелсе çитнипе прибор лартма юрăхлă мар иккен. Çакăн пек çуртсен ăшăшăн тӳлевӗ çанталăкран тӳрремӗнех килет.
Ку е вăл хваттерӗн тӳлевӗ нормативпа е шутлав приборӗ тăрăх пулнине пӗлес тесен поставщикăн сайтӗнче е «хӗрӳ линипе» шăнкăравласа пӗлме пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев