Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ырă çынсен йышлă пулмалла

Сентябрӗн 10-мӗшӗнче Хусанта çамрăк волонтерсен центрӗ уçăлчӗ

Сентябрӗн 10-мӗшӗнче Хусанта çамрăк волонтерсен центрӗ уçăлчӗ

 «Культура» наци проекчӗн хӳттипе Хусанти Роберт Миннуллин ячӗллӗ Республика Ача-пăча библиотекинче  культура сферинчи библиотекăсенчен волонтерсен пӗрремӗш центрӗ «Добро. Центр. Детская библиотека» уçăлчӗ. Савăнăçлă мешехере ТР культура министрӗ Ирада Аюпова, ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтӗлев министрӗн çумӗ Юлия Абдеева, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Людмила Рыбакова, Авиастроительнăй тата Çӗнӗ Савиново районӗсен адинистраци пуçлăхӗ  Ренат Шамсутдинов, «ТР Доброволецсен Хыпарпа ресурс центрӗ» АНО директорӗ Айрат Мубаракшин, «Движение первых» регионти уйрăмӗн пуçлăхӗн пӗрремӗш çумӗ Алла Кондратьева, ТР Çын прависемпе уполномоченнăй Сария Сабурская ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ольга Воронова, «Культура волонтерӗсем» ВОД регионти уйрăмӗн ертӳçи Гульфия Мутугуллина хутшăнчӗç. Библиотека директорӗ Ирина Мухаметгареева ӗçтешӗсемпе, вулакансемпе (вӗсемех волонтерсем те) пӗрле ăшпиллӗн кӗтсе илчӗ хăнасене. Мешехене хутшăнакансем хитре, пысăк картина ӳкерчӗç.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество