Ырă футбол начаррине лайăхлаттăр
Мартăн 25-мӗшӗнче Лайăш районӗнчи «Волга» çамрăксен центрӗнче республикăри муниципаллă районсен командисем хушшинче «Ырă футбол» турнир пуçланать.
Унта йывăр лару-тăрăва кӗрсе ӳкнӗ ачасем хутшăнӗç. Мартăн 31-мӗшӗччен пыракан футбол турнирӗ Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе иртет.
Проектăн тӗп тӗллевӗ – йывăр лару-тăрăва кӗрсе ӳкнӗ ачасемпе ӗçлемелли тепӗр меслет йӗркелесси, вӗсене хальхи обществăпа çывăхлатасси, ăнăçлă спортсменсемпе, бизнесменсемпе хутшăнтарса социаллă лифт технологийӗсене ӗçе кӗртесси.
Турнира хутшăнма ача çурчӗсен, интернат-шкулсен, социаллă учрежденисен директорӗсем заявкăсем панă. Проекта хутшăнасси мӗн пур ачашăн тӳлевсӗр, çав шутра спорт форми те, парнесем те. Пурӗ турнира Çырчаллинчен, Элметрен, Хусантан, Кукмор, Павлă, Саба, Элкел, Балтаси районӗсенчен 80 çул çитмен ача хутшăнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев