Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ыран Федор Конюхов телекӗпере хутшăнать

Октябрӗн 16-мӗшӗнче, Хусанпа Дубая çыхăнтаракан телемост иртет. Вăл Раççей çулçӳревçин Федор Конюховăн калăпăшлă экологи экспедицийӗпе çыхăннă.

Ыран, октябрӗн 16-мӗшӗнче, Хусанпа Дубая çыхăнтаракан телемост иртет. Вăл Раççей çулçӳревçин Федор Конюховăн калăпăшлă экологи экспедицийӗпе çыхăннă. Çак амбицилле проекта тӗрев памашкăн «Миррико» компанисен ушкăнӗ килӗшнӗ. Наука программи енӗпе вара ТР Экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствипе Тутарстан Республикин наукăсен академийӗ тӗрев пама пулнă.

Телемостра уникаллă сулăн хатӗрлӗхне курма тата Федор Конюховпа хăйӗнпе калаçма май пулӗ. Паллă çулçӳревçӗ черетлӗ хут тӗнче тавра ишеве сулăпа тухма шут тытнă.  Аса илтеретпӗр, ишев хатӗрне Дубайри Trident Engineering & Marine верьфра тăваççӗ. Телемостра «Миррико» генеральнăй директорӗ Игорь Малыхин, çулçӳревçӗ хăй тата унăн ывăлӗ Оскар Конюхов сулă строительствипе паллашса унăн шанчăклăхне тӗрӗслӗç. Куракансен виртуаллă экскурсире верьфрен эксклюзивлă кадрсемпе паллашма май пулӗ.

Проект пирки каласан, 2026 çулта ТР Экологи министерствипе ТР Наукăсен академийӗ тӗрев панă экологи экспедицийӗ пулать. Ун тӗллевӗ – Лăпкă, Инди тата Атлантика океанӗсем мӗн таран микропластикпа çӳпӗленсе вараланнине тӗрӗслесси. Тӗнчере пӗрремӗш хут Тӗнче океанӗнчи çӳп-çап утравӗсене тӗпчеççӗ. Проектăн пӗрремӗш тапхăрӗ Лăпкă океан урлă выртӗ. Федор Конюхов 15 000 миле – Чилипе Австрали хутлăхне 160 кунта тухма палăртнă. Проект тӗллевӗ – çынпа çыхăннă экологи проблемине тимлӗхе кӗртесси, 1,5 миллион тăваткал километр лаптăк йышăннă çӳп-çап купине тасатасси, микропластикран хăтăлма майсем шырасси.  

Сăнӳкерчӗк: Рамиль Гали, «Татар-информ». 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество