Ырьят пирӗн асрах
РФ Журналистсен, ЧР Писательсен союзӗсен пайташӗ, А.Талвир тата В.Урташ ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чăваш наци культурин тава тивӗçлӗ деятелӗ, 25 çул «Канаш» хаçатра вăй хунă Анатолий Дмитриев-Ырьят çуралнăранпа кăçал 75 çул çитрӗ. Вăл Пăва районӗнчи Раккасси чăвашӗ, В.Урташпа пӗр ялтан. Шел, ку вăхăта ӗçтешӗмӗр пурăнса çитеймерӗ, 2021 çулхи мартăн 19-мӗшӗнче чире пула пурнăçран уйрăлса кайрӗ. Çапах та эпир ăна, унăн пултарулăхне манмастпăр.
Октябрӗн 23-мӗшӗнче Ульяновскри 17-мӗш «Содружество» библиотекăра Анатолий Григорьевича асăнса «Эп хамашкал» ятлă мероприяти иртрӗ. Унта юлташӗсем, çывăх çыннисем, хулари тата облаçри чăваш юхăмӗн хастарӗсем хутшăнчӗç.
Асăну каçне çын нумай пуçтарăнчӗ, ăна А.Ырьятпа пӗрле «Канаш» хаçат редакцийӗнче нумай çул ӗçленӗ Елена Алексеева тата Нина Еграшкина ертсе пычӗç. Вӗсем ӗçтешӗн пурнăçӗпе тата пултарулăхӗпе паллаштарчӗç, сăввисене вуласа пачӗç.
Эпир Анатолий Григорьевичпа «Канаш» хаçатра 20 çул пӗрле ӗçлерӗмӗр, çакăнтан 18 çулне эп унпа пӗр пӳлӗмре ларнă. Пӗр-пӗрне лайăх пӗлетпӗр. Пултаруллăччӗ, питӗ яваплă, тирпейлӗ çынччӗ вăл. Унран вӗренмелли нумайччӗ. Чунӗпе романтик, лирик. «Канаш» хаçат çумӗнче 1997 çулта хамăр йӗркелесе янă «Шевле» литпӗрлешӗве тăтăш çӳретчӗ. Прозăра та, поэзире те çанă тавăрса ӗçлерӗ, сакăр кӗнеке пичетлесе кăларчӗ, вӗсен хушшинче роман та пур.
Аслă юлташӗн ачалăхӗ, çамрăклăх çулӗсем пирки, çаплах çемйи çинчен Раккассинче пӗр кил урлă, Чӗлӗм кассинче, пурăннă отставкăри милици полковникӗ Петр Петров каласа пачӗ. Вăл Анатолий Григорьевичăн тӳрӗ те сапăр кăмăлне, кирлӗ-кирлӗ маршăн сăмах ваклама юратманнине, нихăçан та сассине хăпартса калаçманнине, çапах та кирлӗ чухне чăн сăмаха куçран калама пултарнине палăртрӗ.
Александр Богатов шурсухал та çакнах пӗлтерчӗ, Ырьят ултавпа çыхланманнине, ялан тӗрӗссине каланине, çырнине пӗлтерчӗ.
А.Ырьят сăввисемпе композиторсем вун-вун юрă кӗвӗленӗ, вӗсен авторӗсем – Станислав Толстов, Валентина Сымова, Балаково хулинче (Саратов облаçӗ) пурăнакан Егор Кузьмин. Ку юрăсене Ульяновскри «Палнай» тата «Сăрнай» ушкăнсем шăрантарчӗç. 15-мӗш библиотекăра ӗçлекен Алла Ефремова та пухăннисене юрăпа савăнтарчӗ.
Ульяновск облаçӗн Хисеплӗ гражданинӗ, РФ культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, РФ Писательсен союзӗн пайташӗ Валентина Игнатьева-Тарават хăй редакцие пырса çӳренисене, А.Ырьятпа литература темине сӳтсе явнисене аса илчӗ.
Пăва хулинчен килнӗ Анна Никонорова хăй, Анатолий Ырьят пекех, Тăхăрьялтан пулнипе мăнаçланнине пӗлтерчӗ.
«Ырьятпа эпир пӗр шкултах, Элшел ялӗнче, вӗреннӗ. Ун повеçӗсенчи, калавӗсенчи сюжетсене, унти сăнарсене эпӗ пурнăçра та пӗлетӗп. Пирӗн тăрăхрисем вӗсем. Çавсене никӗсе хурса, илемлетсе Анатолий Григорьевич питӗ интереслӗ хайлавсем çырма пултарчӗ», – терӗ вăл.
«Ниме» Культура центрӗн ертӳçи Герман Мадюков А.Ырьятăн «Ӗмӗр иртет» сăввине хăйпе калаçсах юрра хывнине аса илчӗ, ăна гитара каласа юрласа пачӗ. Вера Архипова Ырьятăн сăввине вуларӗ, ун авторне чăн-чăн профессионал тесе палăртрӗ. Унăн кӗнекисемпе шкулсенче ӗçлемелле, ачасене паллаштармалла терӗ.
Хисеплӗ таврапӗлӳçӗ Василий Селендеев шурсухал А.Ырьят умӗнче пуçне тайнине пӗлтерчӗ. Николай Казаков «Канаш» хаçат редакцине Ырьятпа пӗр кунра вырнаçни, пӗрле ӗçлени пирки аса илчӗ.
Нина Еграшкина çынсене ку тӗнчерен кайнă хыççăн ырăпа асăнни аван, çапах та пурăннă чух ытларах хакламаллине, чысламаллине палăртса хăварчӗ.
Истори наукисен кандидачӗ Роза Макарова А.Ырьятăн фончӗ Ульяновск облаçӗн патшалăх архивӗнче пуррине пӗлтерчӗ, ытти материалсене те унта çитерме сӗнчӗ.
Асăну каçне пухăннисем валли Анатолий Ырьятăн мăшăрӗ Галина Павловна унăн кӗнекисене мана тӗрки-тӗркипе парса ячӗ, вӗсене кăмăл тăвакансем асăнмалăх килӗсене илсе кайма пултарчӗç.
Юлашкинчен Петр Петров Анатолий Ырьятăн кашни кӗнекине 17-мӗш «Содружество» библиотекăн ертӳçине Э.А.Фаесхановăна парнелерӗ, унтан спонсор пулса пурне те канфет-пӗремӗкпе техӗмлӗ чей ӗçтерчӗ.
Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев