Ыттисен йăнăшӗ мӗншӗн ниме те вӗрентмест-ши пире?
Çул-йӗр инкекӗсен хурлăхлă статистики кăçал план лартнă тейӗн, пӗр кун та пушă тăмасть. Питрав кунӗ те акă хăрушă хыпарпа пуçланчӗ.
Хусан-Оренбург трассăн Элмет районӗ урлă иртекен участокӗнче паян ирхине 4:30 сехетре Хусаналла çил пек вӗçтерсе пыракан «Kia Rio» автомобиль хуçине тăрук итлеме пăрахнă та хирӗç çул çине тухса тиевлӗ машина çине пырса тăрăннă, унтан çул хӗррине чăмнă.
41-ти водитель ыттисен йăнăшне (республикăри çулсем çинчи аварисем шăпах пысăк хăвăртлăхпа пынăран пулаççӗ) шута илсе хăвăртлăха чакарнă пулсан, хăй, 20 тата 40-ри икӗ пассажирӗ сывă юлатчӗç…
***
Алексеевски районӗнчи Алексеевски поселокӗнчи пӗр урамра та «Mitsubishi» машина мотоциклиста çапса хăварнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, байка çул паман вăл. Шел, кунта та 41-ти арçыннă пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă.
***
Июлӗн 10-мӗшӗнче Хусан-Оренбург трасса çинче пысăк тиевлӗ машина пысăк хăвăртлăхпа пынипе çул çине тухнă пăшие асăрхаса чарăнса ӗлкӗреймен. Çапăннипе чӗрчун хирӗç çул çинех ыткăнса кайнă та хирӗç килекен çăмăл машинăпа тепре çапăннă. Çăмăл машина çул айккине чăмнă. Салонра ларса пынă 28-ти ача кӗтекен хӗрарăм, 6 тата 8-ти ачасем шар курнă. Телее, вӗсене вилӗмрен хăрушсăрлăх пиçиххийӗ çăлса хăварнă.
ÇЫРАНА ÇИТЕЙМЕН
Шел, çухатусем çул-йӗрсем çине кăна мар, шыв-шурсенче те нумай. Çу кунӗсем пуçланнăранпа миçе çынна, тӗпрен илсен çамрăксене, çухатрăмăр. Кунта та çутçанталăк мар, хамăрах айăплă. 41-ти арçын акă июлӗн 10-мӗшӗнче Çӳлту районӗнчи Аслă Куюк кӳллинче шыва кӗме юраман вырăнтах тепӗр çыранти юлташӗсем патне ишсе каçма хăтланнă. Анчах пӗр 200 метр пек кайсан вăйӗ пӗтнӗ. Виллине çăлавçăсем çырантан 60 метрта 6 метр тарăнăшран кăларнă тесе пӗлтерет tatarstan24.tv сайт. Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев