Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юбилейпе, Хурăнвар!

Совет Союзӗн Геройӗ Петр Сергеевич Юхвитов çуралнăранпа – 100, «Звезда» ял хутлăхӗ йӗркеленнӗренпе – 100 тата шкул уçăлнăранпа 120 çул çитрӗ.

Çӗпрел районӗнчи Хурăнвар Шăхаль ялӗ ӗнер кунӗпех кӗрлерӗ. Савăнмашкăн сăлтавӗ пӗрре кăна марччӗ вӗсен. Ял мăнаçлăхӗ, Совет Союзӗн Геройӗ Петр Сергеевич Юхвитов çуралнăранпа – 100, «Звезда» ял хутлăхӗ йӗркеленнӗренпе – 100 тата шкул уçăлнăранпа 120 çул çитрӗ. Вăрçă паттăрне асăнса малтан район центрӗнчи  Паттăрсен аллейинче митинг пулчӗ, каярах Хурăнвар Шăхаль шкулӗ умӗнчи бюст умне чечексем хучӗç. Паллă тăванӗн юбилейне палăртма Петр Сергеевич Юхвитовăн пӗртăванӗсен ачисем, пурӗ 14 çын, Шупашкарпа Ульяновск хулисенчен килсе çитрӗç. Хаваслă мероприяти малалла ялти çӗнӗ Культура çуртӗнче тăсăлчӗ. Кун çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатра вуласа пӗлме пулать. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей