Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юр айӗнчен мӗн кӑна тухмасть

Экологи министерствин специалисчӗсем республикӑра пурӑнакансене территорисене тасатма тухма чӗнеҫҫӗ

 

Тутарстанра апрелӗн 1-мӗшӗнчен  санитарипе экологи икӗуйӑхлӑхӗ пуҫланать.
Пӗлтӗр вӑл самоизоляци тапхӑрӗпе пӗр вӑхӑта килнӗрен, унта хутшӑнакансен шучӗ питӗ сахал пулнӑ. Кӑҫал экоактивистсен шучӗ ӳсессе кӗтеҫҫӗ.
"2020 ҫулти санитарипе экологи икӗуйӑхлӑхӗн пӗтӗмлевӗсем тӑрӑх, 3 пин ытла йӗркене пӑснӑ тӗслӗхе палӑртнӑ. Ку кӑтарту иртнӗ ҫулхинчен икӗ хут сахалрах. Экологие пӑсакансене 5,3 млн тенкӗ ытла штраф тӳлетернӗ, ку виҫӗмҫулхинчен 4 хут сахалрах.  Пӗлтӗр
РФ Правительствин йышӑнӑвӗ тӑрӑх, мӗн пур планлӑ тӗрӗслеве чарса тӑнӑ. Надзор мероприятийӗсене обращением тӑрӑх, фактсемпе кӑна ирттернӗ", – тесе пӗлтернӗ ТР Экологи министерствин пресс-службин ертӳҫи Лилия Мулюкова.

2020 ҫулта ҫурхи икӗуйӑхлӑх коммунальщиксем, муниципаллӑ йӗркеленӳсен ӗҫченӗсем ҫине тиенчӗ. Иртнӗ ҫулсенче территорисене тирпей кӗртес ӗҫе 1 млн таран ҫын хутшӑннӑ.

Экологи министерствин специалисчӗсем республикӑра пурӑнакансене территорисене тасатма тухма чӗнеҫҫӗ. Чи хастаррисене хаклӑ парнесемпе чыслаҫҫӗ. "Экоҫуркунне-2021" акцине июнь пуҫламӑшӗнче пӗтӗмлетеҫҫӗ. Йӑла тӑрӑх, республикӑра чи лайӑх экоҫемьене, экопредпиятие, ача садне тата шкула, килкартишне суйлаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев