Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юр шуратман хура ҫӗр юлмарӗ те пуль

Юр айӗнчи шӑннӑ пӑра реагентсемпе, тӑварлӑ хӑйӑрпа ирӗлтереҫҫӗ

Юрсӑр хӗлле кичем, ытлашши юрлӑ хӗлле – нуша. Уйрӑмах хуласем валли. Иртнӗ талӑкра Хусан урамӗсенчен 28 000 ытла тонна юр тиесе тухнӑ.
Шӗкӗр хула урамӗсене тасатма 1006 машина тата 471 ҫул рабочийӗ хутшӑнать. Ӗнер юр ҫума чарӑнман пулсан, вӗсем ӗлкерсе пыраймастчӗҫ пулӗ. Юр айӗнчи шӑннӑ пӑра реагентсемпе, тӑварлӑ хӑйӑрпа ирӗлтереҫҫӗ. Пурӗ иртнӗ талӑкра 2075 тонна пӑрлака хирӗҫ материал сапаланӑ.
Хӗле кӗнӗренпе Тутарстан Республикин тӗп хулин урамӗсенчен 262 800 тонна юр илсе тухнӑ. Ҫул-йӗр службисем пӗтӗмӗшле илсен 35700 ытла тонна пӑрлака ирӗлтерекен хутӑш тӑкакланӑ.
Нумай пулмасть Тутарстанра питӗ нумай юр ҫурӗ. Ӑна пула хуласем хушшипе ҫӳрекен автобуссене, йывӑр тиевлӗ грузовиксене вӑхӑтлӑха чарнӑччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев