Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Юр сисӗнмесӗр ирӗлме те пултарать

Синоптиксем мартра Тутарстанри температура "таканкки" пек пуласса асӑрхаттараҫҫӗ

 "Раҫҫейӗн Европа пайӗнче тата Тутарстанра +10 градус таран ӑшӑсем, -19 градуслӑ сивӗсем пулаҫҫӗ. Хӗл кайма васкамасть-ха. Мартра ҫакнашкал улшӑнуллӑ ҫанталӑк пулать", – тесе пӗлтернӗ журналистсене Роман Вильфанд метеоролог.

Спикер палӑртнӑ тӑрӑх, енчен те халӗ юр ҫапла нумай пулман пулсан, март экстремаллӑ ӑшӑ пулать тесе палӑртма пулатчӗ. Ҫав вӑхӑтра ытти йышши циркуляци факчӗсем те пур. Енчен те сасартӑк антициклон ҫирӗпленсен, пулӑмсем интереслӗн аталанма тытӑнаҫҫӗ.
"Антициклон чухне пӗлӗтсем ҫук, хӗвел пайӑркисем энергипе тулнӑ. Сублимаци процесӗ пырать. Хытӑ юр, йӗпенсе ӗлкӗреймесӗрех пӑс пулса тӑрать. Кӗртсем куҫ умӗнчех чакма тытӑнаҫҫӗ. Ку питӗ сайра тӗлпулакан пулӑм, анчах вӑл пирӗн прогнозра пур. Енчен те ҫакнашкал антициклон килес пулсан, эпир пилӗк кун маларах прогноз тӑватпӑр та асӑрхаттаратпӑр",– тесе пӗтемлетнӗ Вильфанд.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев