Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«ZА ЖИЗНЬ! ÇӖНТЕРӲШӖН!»

Ку кӗнеке ЧР Профессиллӗ писательсен союзӗнче тăракан çыравçăсен пуçарăвӗпе кун çути курнă

Çӗнтерӳ кунӗ умӗн Чăваш кӗнеке издательствине типографирен çӗнӗ кăларăм çитрӗ – «Zа жизнь! Çӗнтерӳшӗн!» ятлă сăвăсен пуххи. Ăна Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗнче тăракансен пуçарăвӗпе кăларнă. Пухса хатӗрлекенӗсем Галина Антоновăпа (литературăри псевдонимӗ – Галина Матвеева) Светлана Гордеева.

 

Кӗнекене ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă, çавăнпа салтак кӗсйине кӗмелле пӗчӗк форматпа хатӗрленӗ. Унта вырăсла тата чăвашла çыракан 40 ытла автор сăвви кӗнӗ. Çав шутра пӗртен-пӗр мăнукне паянхи вут-çулăмра çухатнă Юрий Сементер, ывăлӗсене çар операцийӗнчен кӗтекен Галина Кӗмӗл, Александр Ильин, шăллӗн шăпишӗн пăшăрханса тăракан Владислав Николаев, юлташӗсемпе пӗлӗшӗсене çара ăсатнă Валерий Голевпа Валентина Белова, Людмила Исаевăпа Лидия Кубашина тата ытти çыравçăсен произведенийӗсем пичетленнӗ.

Сан пата эсэмэс çырусем те çитмеççӗ,

Телефон ӗçлемест, интернечӗ те çук.

Шухăшра çеç санпа калаçатăп эп вӗçӗм,

Кăшт йăпатӗ чуна илтӗнмен калаçу, –

тесе хăйне лăплантарать ывăлне куç пек кӗтекен Галина Кӗмӗл. 

Шутланă-и пӗр чӗлхепе ир-каç

Вăрçса ик халăх юн юхтарасса?

Çак вăрçă манăн чӗререн каймасть,

Тăрать чуна кăваррăн çунтарса, –

тет çарпа патриотизм темипе ӗмӗрӗпех çыракан Александр Ильин сăвăç.

Чуна хускатакан сăвăсем тем чухлех ку кӗнекере. Донецкра пурăнакан Анна Ревякинан, çар операцине хутшăнакан Сергей Лобановăн, Луганск Халăх Респуб­ликине хӳтӗлесе пуç хунă Алексей Мозговойăн чăвашла куçарнă сăввисемпе те паллашма пулать. 

Çӗнӗ кӗнекен умсăмахне Раççей Писательсен союзӗн (СПР) председателӗ Николай Иванов вырăсла, нумай çул каялла çар хӗсметӗнчен капитан пакунӗпе таврăннă Юрий Сементер чăвашла çырнă. Иккӗшӗ те пӗр шухăшах çирӗплетеççӗ: «Писательсем нихăçан та халăхран, çӗршывран уйрăм пулман. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем, эпир сирӗнпе пӗрле! Çӗнтеретпӗрех!»

Писательсем çӗнӗ кӗнекене ентеш салтаксем патне çитерме ӗмӗтленеççӗ.

 

Галина АНТОНОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев