Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЗАЯВКĂСЕМ ЙЫШĂНАС ВĂХĂТА ТĂСНĂ

«Тутарстан Чăваш пики – 2023» конкурс хăçан пуласси паллă пулчӗ – чиперккесен конкурсӗ кăçал апрелӗн 21-мӗшӗнче Хусанта иртет. Ăна Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине тата Чăваш чӗлхи кунне халалласа ирттереççӗ.

Эппин «Сувар» хаçат ирттерекен «Сувар пики – 2023» конкурса заявкăсем йышăнас тапхăра тăсатпăр. Чиперккесенчен сăнӳкерчӗксемпе пултарулăх номерне кăтартакан видеороликсене маларах çырнă пек мартăн 3-мӗшӗччен мар, мартăн 31-мӗшӗчченех йышăнатпăр. Онлайн-сасăлав апрелӗн 3 – 7-мӗшӗсенче иртӗ. 

Мӗн тумалла-ха конкурса хутшăнас тесен? 14 – 24 çулти пикесен анкета-заявкăна (ăна хаçатăн сайтӗнче положенипе пӗрле вырнаçтарнă. – Ред.) çырса тултармалла, хăй çинчен чăвашла каласа паракан кӗске видеовизитка (1 минутлăх) тата пултарулăх номерӗн видеороликне (1-2 минутлăх), икӗ сăнӳкерчӗк – портретли тата пӳ çӳллӗшпех ӳкерни (в полный рост) – хатӗрлемелле, çаксене пурне те «Сувар» редакцине  suvar@mail.ru электронлă адреспа е 89179076881 телефон номерӗ çине «Сувар пики – 2023» конкурса» тесе палăртса мессенджерсем урлă ярса памалла. «Сувар пики» титула илнӗ хӗр «Тутарстан Чăваш пики – 2023» конкурса хутшăнма тивӗçет. 

«Сувар пики – 2023» конкурсăн положенийӗпе suvargazeta.ru сайтра паллашма пултаратăр. Эппин, чăваш хӗрӗсем, сиртен заявкăсем кӗтетпӗр!

Редакци.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев