Жюри председателӗ Мусса Туре шучӗпе кино палăртнă критерисене тивӗçтернисӗр пуçне вăйлă туйăмсем те çуратмалла
Сентябрӗн 6-мӗшӗнче, «Корстон» хăна çуртӗнчи Шостакович залра вăхăтлăха вырнаçнă Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗн пресс-центрӗнче жюри пайташӗсемпе пресс-конференци иртрӗ. Жюри председателӗ Сенегалри паллă режиссер, продюсер Мусса Туре палăтнă тăрăх, шучӗпе XIX Хусан кинофестивалӗн конкурс программине кӗнӗ киносем пурте çав тери çӳллӗ шайра.
Ӗнер, сентябрӗн 6-мӗшӗнче, «Корстон» хăна çуртӗнчи Шостакович залра вăхăтлăха вырнаçнă Хусанти халăхсен хушшинчи мăсăльман кинофестивалӗн пресс-центрӗнче жюри пайташӗсемпе пресс-конференци иртрӗ. Жюри председателӗ Сенегалри паллă режиссер, продюсер Мусса Туре палăтнă тăрăх, шучӗпе XIX Хусан кинофестивалӗн конкурс программине кӗнӗ киносем пурте çав тери çӳллӗ шайра. Çавăнпа суйлава çăмăллăнах тума çуккине пӗлтерчӗ, уйрăмах Гран-прие кама парассине.
Пресс-конференцие Мусса Туресӗр пуçне Мухтар Ладжми (Тунис, режиссер), Ренан Билек (Турци, актер), Грузи киновечӗ тата кинокритикӗ Дали Окропиридзе, кинокритик, сценарист, писатель Валид Сейф (Египет), Франципе Китайăн çӗнӗ киновӗсен ассоциацийӗн генеральнăй секретарӗ, Пекинри Халăхсен хушшинчи ача-пăча кинофестивалӗн жюри председателӗ Гэвин Ли (Китай), киновед Бушаиб Эль-Мессауди доктор (Марокко), режиссер тата продюсер Фариз Ахмедов (Азербайджан), Rowad Media компанин генеральнăй директорӗ, Сауд кинофестивалӗн директорӗ Мамдух Салем (Сауд Аравийӗ) хутшăнчӗç.
Палăртса хăварар, конкурс программине 21 çӗршывăн 52 киновӗ кӗнӗ: «Тулли метражлă илемлӗ кино», «Кӗске метражлă илемлӗ кино», «Тулли метражлă документаллă кино» «Кӗске метражлă докуметаллă кино» номинацисенче 10-шар кинокартина, тата 12 кинофильм наци конкурсӗнче. Тутарстан кинематографисчӗсен ӗçне çапла майпа уйрăммăн пăхса тухаççӗ.
Мусса Туре кинофильмсемпе самай маларах паллашнине каласа пачӗ. Йӗркелӳ комитечӗ пурне те конкурса кӗнӗ фильмсене ярса панă иккен. 52 фильма 2-3 кунра пăхса тухса хак пама çук. Вӗсене тӗплӗ пăхса режиссура, сценари, актерсен пултарулăхӗ, оператор ӗçӗ, темăна тата ытти критерисене тивӗçтернине палăртмалла. «Кинона, паллах, типпӗн çак критерисене кăна пăхса тухса хаклама çук. Вăл мӗнле туйăмсем çуратни, килӗшнипе килӗшменни те пӗлтерӗшлӗ. Халӗ эпир жюри пайташӗсемпе кашни хамăрăн хаклавсене, шухăша пӗлтерсе сӳтсе яватпăр. Аван картинăсем нумай. Çав шутра Тутарстанăнне те палăртмалла. Кăçал вӗсем наци программисӗр пуçне тӗп номинацисене кӗни çав тери пысăк ӳсӗм», – терӗ Мусса Туре.
Ун хыççăн жюри кашни пайташӗ хăй шухăшне пӗлтерчӗ. Кашни йӗркелӳçӗсене хăйсене чӗннӗшӗн чӗререн тав турӗ. Суйлав комиссине те нумай ырă сăмах каласа тав турӗç, программăна паха та интереслӗ киносем суйланăшăн мухтарӗç.
Ренан Билек Тутарстанăн кинематографне пысăк хак парса тӗрӗк киновӗн аталанăвӗшӗн пысăк вырăн йышăннине пӗлтерчӗ. Гэвин Ли Хусан кинофестивалӗн программине кӗнӗ хăш-пӗр фильма урăх кинофестивальсене хутшăнма сӗнӳ пуррине каларӗ. «Программăра ача-пăчапа çамрăксем валли те киносем пурри мана савăнтарчӗ. Унта çынлăхпа тӗн ыйтăвӗсене çӗклени уйрăмах паха», – терӗ вăл.
Хусана пӗрре мар ӗçпе килсе çӳрекенскере Махмуд Салеме кунта вӗсен çӗршывӗн киновӗсене çынсем питӗ те ăшшăн йышăнни, ырă сунни тыткăнланă иккен. Тутарстанăн кинофорумӗ шайӗпе самай ӳснине те палăртрӗ хаклă хăна.
Иртнӗ ӗмӗрте Хусанта пулнă Валид Сейф та ӗçтешӗн шухăшне çирӗплетсе хусансене Египет кинематографӗ интереслӗ пулнинчен тӗлӗннине пытармарӗ.
Мухтар Ладжми кинофестивалӗн конкурс программинчи киносен пысăк пахалăхлă пулнине палăртса çӗнтерӗве кама парассипе аптранине уççăн пӗлтерчӗ. «Анчах шантарса калатăп, эпир тӳррӗн чи тивӗçлӗ ӗçе палăртăпăр», – терӗ вăл.
Сăнӳкерчӗксем С.Камалетдиновăн, «Татар-информ» тата авторăн.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев